Флюорографи тӗрӗслевӗ иртӗр, гриппран сыхланăр!
Районти Ӗç тăвакан комитетра ирттернӗ черетлӗ канашлура районти тӗп больницăн поликлиника заведующийӗ Надир Тагиров ҫакӑн пек канашсем пачӗ.
— Кашниех хӑйӗн сывлӑхӗпе тимлӗ пулмалла. Ҫакна тума ҫулталӑкра пӗрре флюорографи тӗрӗслевӗ иртмелле. Вӑл пулӑшнипе сывлав органӗсен туберкулезне, ӳпке чирӗсене, диафрагма патологине тата ыттине те тупса палӑртаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне районти тӗп больницӑра сезонлă грипп чирӗсенчен вакцинаци тăвасси те малалла пырать. Кӑҫал мӗнле шайри чир килессине никам та пӗлмест, чирленӗ хыççăн тарăна каякан чирсем организмра йӗр хăвараççӗ. Ҫавӑнпа та малтанах тӑрӑшмалла, май пуррипе усӑ курмалла, — терӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев