Флюорографи сиенлӗ мар
Врачсем ҫулталӑкра пӗрре флюорографи тӗрӗслевӗ иртмеллине аса илтереҫҫӗ
Туберкулез, ӳпке тата сывлав ҫулӗсенчи рак чирӗ ытларах флюорографи кăтартăвӗпе палӑрать.
— Кӑкӑр клеткин флюорографийӗ — диагностика процедури, вӑл ӳпке чирӗсене вӑхӑтра тупса палӑртма май парать. Рентгенăн куçа курман пайăркисем йывăр чире те тупса палăртаççĕ. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, флюорографи çын организмĕнчи усал шыçăсен 3 процентне, туберкулез чирĕн 14 процентне, сывлăш органĕсен чирĕн çуррине тупса палăртать. Чире мĕн чухлĕ маларах тупатăн, унран сывалас шанăç темиçе хут ӳсет, çын пурнăçĕ те вăрăмрах пулать, — тет районти тӗп больницăн поликлиника заведующийӗ Надир Тагиров.
Туберкулез тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн пациента учета тăратаççӗ тата ҫулталӑк тăршшӗ вăл стационарта сипленӳ иртет. Сывалнӑ тата учетран кӑларнӑ хыҫҫӑн та пациентсем ҫулталӑкра икӗ хутчен виҫӗ ҫул хушши флюорографи тухма тивӗçлӗ пулаççӗ.
Флюорографи кӑкӑр клеткин органӗсен, уйрӑммӑнах ӳпке тата чӗре мышцисен сывлӑхӗн шайне тӗпчеме май парать. Стандартлӑ рентгенпа танлаштарсан, флюорографи вăхăтӗнче пайӑркасем сахалрах.
Флюорографи иртни тӗрлӗ шыҫӑсене, фиброзсене, склерозсене тупса палӑртма, клеткăсенче сарӑлакан шыҫмак процессене, кистасене курма май парать. Нумайӑшӗ флюорографи витӗр тухма хӑраҫҫӗ, сиен парать теҫҫӗ. Флюорографи витӗр тухнӑ чухне пайăркасен дози 2-8 кун хӗвел ҫинче выртса, илемлӗ «загар» илнипе танлашать.
15 ҫултан аслӑрах кашни ҫыннӑн ҫулсерен флюорографи иртмелле. Врачсем каланӑ тӑрӑх, хӑрушсӑрлӑх ушкӑнне кӗрекенсем ҫак процедурӑран пăрăнмалла мар. Çие юлнă хӗрарӑмсене (уйрӑммӑнах малтанхи виҫӗ уйӑхра) флюорографи ирттермеҫҫӗ.
— Вăраха кайнă ӳпке, сахӑр диабечӗ, вар-хырӑм чирӗпе чирлекенсене; сиплевпе профилактика, вӗренӳ тата спорт, социаллӑ пулӑшу паракан учрежденисенче ӗҫлекенсене; беженецсене, мигрантсене, химиотерапи илекенсене флюорографи иртесси обязательно пулса шутланать. Призывниксене, ҫавӑн пекех вич-инфекци тупса палӑртнӑ пациентсене те флюорографи тишкерӗвӗ палӑртаҫҫӗ, — тет Надир Тагиров.
Флюорографи тишке-рӗвӗ ирттерекен Галина Ягашкина, процедура пуҫланиччен темиҫе сехет маларах туртма пӑрахмалла. Ҫакӑ кӑкӑр читлӗхӗн органӗсем мӗнлине тӗплӗнрех палăртма май парать, тет. Флюорографи иртнӗ чухне тумтир, ӳт-пӗвӗн ҫӳлти пайӗнчи эрешсене хывмалла. Çӳçе, тӗрӗслев ирттерме ан чӑрмантартӑр тесен, ҫӳлелле пуҫтарса хумалла. Флюорографи иртнӗ чухне пациент вертикальлӗ тӑмалла, мӗн май килнӗ таран тарӑнрах сывласа илмелле. Врач палăртса иртнӗ тăрăх, кашни ҫыннӑн снимокне уйрӑммӑн, тимлӗн тӗрӗслеççӗ.
— Флюорографисӗр пуҫне ӳпкесене компьютер томографийӗ (КТ) тата магнитпа резонанс томографийӗ (МРТ) пулӑшнипе тӗрӗслеме пулать. Ҫак меслетсемпе флюорографи япӑх результатсем кӑтартнӑ чухне альтернативлӑ диагностика вырӑнне усӑ кураҫҫӗ. Чи кирли — чире вӑхӑтра тупса палӑртни тата иртерех сиплев пуçлани.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев