Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Февралӗн 21-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ

Маргарита Кузнецова, Матак вăтам шкулӗнче вӗрентекен

Чăваш чӗлхи — эс ман тăван чӗлхем!
«Кала, юлташ, мӗн хаклă саншăн
Хальхи пуян ҫак тӗнчере?» —
Тесе ыйтсан, сывламăп ассăн,
Эп калăп пат: «Тăван чӗлхе! 
Чăваш чӗлхи!

Эпир — чăваш. Чăваш ятне çӗре ӳкерес марччӗ, чăваш мухтавне тата çӳлерех çӗклеме тăрăшакансен йышӗнче пуласчӗ тесе пурăнатпăр. Тăван чӗлхене лайăх пӗлекен ытти чӗлхене те хисеплет. Тăван çӗршыва юратасси те тăван чӗлхерен пуçланать.

Чăвашсем — питӗ авалхи халăх. Чăвашсене пӗтӗм тӗнче пӗлет. Вӗсем тӗнчери чи паллă халăхсемпе хурăнташлă, тăванла çыхăнуллă пулнă.

Учёнăйсем шутланă тăрăх, Ҫӗр чăмăрӗ ҫинче пӗтӗмпе 7000 ытла тӗрлӗ чӗлхе. Вӗсен шутне пирӗн тăван чӗлхе — чăваш чӗлхи те аслă халăх шутне кӗрет. Чăваш чӗлхи ҫак пин-пин чӗлхе хушшинче сăваплă, ырă ятлă, вӗсем пур халăхсем хушшинче ӗçченлӗхӗпе, сăпайлăхӗпе, ырă кăмăлӗпе палăрса тăраççӗ. Чăваш чӗлхине халăх темиҫе ӗмӗр хушши аталантарнă, якатнă. Ҫавăнпа та вăл пуян та илемлӗ, янравлă та ҫепӗҫ, ырă та асамлă. Чӗлхе урлă çынпа çын кăна мар, халăхпа халăх та пӗр-пӗринпе хутшăнать, пӗр-пӗринчен вӗренет. Чӗлхере халăхăн иртнӗ кун-çулӗ те, ӗмӗчӗ-шанчăкӗ те, ӗçӗ-хӗлӗ те — пурте йӗрленсе юлать. Чăваш чӗлхине çутта тухма пулăшакана — Яковлев Иван Яковлевича тав тăватпăр, унăн ятне чыслатпăр.

Февралӗн 21-мӗшӗ — Тăван чӗлхе кунӗ умӗн, Матак ялӗнчи вулав çуртӗнче чăваш халăхне ҫутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлева хисеплесе, кӗнекесен выставки ирттертӗмӗр. Выставкăра вӗренекенсем чăваш халăхӗн мухтавлă çыннин, И. Я. Яковлевăн пултаруллăхӗпе, ӗçӗ-хӗлӗпе паллашма пултарчӗç. Иван Яковлевич ячӗ чăваш халăхӗшӗн яланах хисеплӗ те чыслă. Унăн чапӗ паянхи кун та иксӗлмест.

Чăвашсен çӗнӗ çырулăхне йӗркелени, кӗнекесем пичетлеме пуçлани, чăваш ачисем валли шкулсем уçни халăх кун-çулӗнче питех те пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗç. Хăйӗн халалӗнче çырса хăварнă сăмахсене аса илчӗç: «Туссем, тӑвансем, ытарайми чăваш ҫыннисем! Мӗн ӗмӗрӗм тăршшӗпех чунăмпа, чӗремпе ҫунса пурăнтăм сирӗншӗн. Ан манăр, астуса тăрăр ҫакна! Эсир хăвăр халăхăрӑн чӗлхинчен ютшăнмасан, халăх кăмăлӗ пӗтӗмпех сирӗн аллăрта пулӗ!»

Тавтапуҫ Яковлева —
Ҫутта кăларчӗ чăваша.
Мускавра та, Раҫҫейре те
Пӗлеҫҫӗ халь чăваша!

— Мӗн тери ҫепӗҫ те илемлӗ чăваш чăлхи! Вăл ылтăн-кӗмӗлтен те хаклăрах, хӗвелпе танах хӗрӳ те хӳхӗм. Кашни сăмахӗ чуна пырса тивет. Ан манăр, тăван чӗлхене!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев