Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Февраль уйӑхӗнчен пуҫласа социаллӑ тӳлевсем ӳсрӗҫ

Февралӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Социаллӑ фончӗн Тутарстан Республикинчи уйрăмӗ 2023 ҫулта палӑртакан тата тӳленекен пур социаллӑ тӳлевсемпе пулӑшу мерисене 11,9 процента çити индексацилерӗ.

Ку вӑл уйӑхсерен паракан тӳлев (ЕДВ), унăн составне кӗрекен социаллă пулăшусен пуххи (НСУ), амӑшӗн капиталӗ, производствӑри инкексенчен тата професси чирӗсенчен обязательнăй социаллӑ страховани енӗпе тӳлев, йывӑр ҫын пулнӑ вăхăтра тата ача ҫуратнӑ чухне пӗр вӑхӑтлăх парăнакан пособи, тата ытти те.

Уйӑхсерен паракан тӳлев (ЕДВ) – Тутарстанри федераллă çăмăллăхсемпе усă куракан 300 пин ытла çыннине, ҫав шутра инвалидсене, ҫар юхăмӗн ветеранӗсене, радиаци витӗмне лекнӗ граждансене, Совет Союзӗпе Раҫҫей Геройӗсене, Социализмла Ӗҫ Геройӗсене тата ытти граждансене палӑртакан чи массӑллӑ социаллӑ тӳлев.

ЕДВпа пӗрле пӗр вăхăтрах 11,9% унăн составне кӗрекен социаллӑ пулӑшусен пуххи те индексациленет. Аса илтеретпӗр, социаллӑ пулӑшусен пуххине илме тивӗҫлӗ граждансем социаллă пулăшăва чӑн-чӑн формӑпа е укҫа-тенкӗ эквивалентӗнче илме пултараҫҫӗ. Индексаци хыҫҫӑн унӑн виҫи 1 470 тенке тӳрӗ килет.

Индексаци хыççăн  Амӑшӗн капиталӗн сумми 586 946 тенкӗ (пӗрремӗш ача ҫуралсан), иккӗмӗш ача ҫуралсан – 188 682 тенке тӳрӗ килет. Амӑшӗн капиталӗн тулли сумми – 775 628 тенкӗ.

Аса илтеретпӗр, амӑшӗн капиталӗнчен юлнă усă курман укҫа-тенкӗ те индексациленет. Ача ҫуратнӑ хыççăн пӗр хут парăнакан пособи  индексациленнӗ хыççăн 22 909 тенкӗ, йывӑр ҫын тата ача çурататас енӗпе пособи – 859 тенкӗ; производствӑра инкеке лексен пӗр хут тӳленекен  пособи – 131 700 тенкӗ, вилнӗ çынна пытармалли пособи – 7 800 тенке тӳрӗ килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев