Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Фестивалӗн дипломанчӗсем

Зоя Кузнецова, фестивале хутшӑнакан, районти «Хӗлхем» ансамблӗн членӗ

 Pадион Петрович Кириллова асăнса ирттерекен баянистсемпе купăсçăсен регионсем хушшинчи «Гармони звонкая душа» VII фестивале Çӗпрел районӗн купăсçисем хутшăнчӗç.

Радион Кириллов Ульяновск облаçӗнчи Вăтам Улхаш ялӗнче (Средние Алгаши) 1958 çулхи ноябрӗн 21-мӗшӗнче çуралнă, Ульяновск хулинчи культурăпа çутӗç училищинчен оркестр уйрăмӗнчен вӗренсе тухнă. Вăл Вăтам Улхашри Культура çуртӗнче «Янра юрă» тата «Шуçăм» ансамбльсене ертсе пынă. Радион Петрович пӗтӗм чунне культурăна парса ӗçленӗ. Чăнлă районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Раççейӗн хисеплӗ кинематографисчӗ 2014 çулхи апрелӗн 20-мӗшӗнче вилнӗ.

Мероприяти пуҫланас умӗн пухӑннӑ музыкантсемпе куракансем валли Вăтам Улхаш ялӗн Культура çурчӗн ӗçӗнчи баянист Радион Кириллов хутшӑннипе тунӑ ҫитӗнӳсем ҫинчен калакан фильма кӑтартрӗҫ. Фестиваль пуҫланас умӗн Чăнлă муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Геннадий Мулянов сăмах илчӗ. Вӑл хăнасене саламласа, Чăнлă районӗн çыннисен кӑҫалхи ăнăçăвӗсем ҫинчен кӗскен пӗлтерчӗ.

Уйрӑм купӑсҫӑсемпе баянистсемсӗр пуҫне фестивале кӳршӗри регионсенчен сахал мар ансамбльсем килнӗччӗ.

Çӗпрел районӗнчен çак фестивальре Кӗçӗн Чăнлăри «Чынлы яшьлере»  баянистсен ушкăнӗ (ертӳçи Талгат Фахрутдинов) хутшăнса, баянсемпе тутарла попурри каларӗ. Куракансем уйрăм купăсçăсене районти Кӗçӗн Чăнлăри Шафик Мустакимова çавăн пекех, «Хӗлхем» халăх фольклор ансамблӗн  членӗсене Геннадий Карсаковпа Николай Мулеева (сăн ӳкерчӗкре)  та тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ырларӗҫ. 

Йӗркелекенсем мӗнпур хутшăнакана дипломсемпе асăнмалăх фестивалӗн ятарлӑ медалӗсене пачӗç.

Культура мероприятине ертсе пыракансем, йӗркелекенсене, ҫавӑн пекех, культура ӗҫченӗсене те, пӑхса савӑнакансене те тав турӗҫ.  Тараватлӑ Вӑтам Улхаш (Чăвашкасси) ялне ҫак йӑлана кӗнӗ мероприятие йӗркеленӗшӗн уйрӑммӑн тав тӑвас килет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев