Июлӗн пӗрремӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи «Ҫӗпрел» чӑваш халӑх ансамблӗ тата район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Егорович Ярухин Красноармейски муниципаллӑ округӗн Чатукасси ялӗнче пулчӗҫ.
Унта композитор, педагог, хор дирижерӗ, публицист, СССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ, РСФСР Халӑх артисчӗ, Чӑваш тата тӑванла Дагестан АССР искусствин тава тивӗҫлӗ деятелӗ Филипп Миронович Лукин ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ регионсен хушшинче иртекен «Хоровая наставническая столица Чувашии» фестиваль-конкурс иртрӗ.
Чӗннӗ хӑнасене Чатукасси кану ҫуртӗнче «Телей» ушкӑн ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗ. Культура ҫурчӗ умӗнче вырӑнти алӑстисен куравне те йӗркеленӗччӗ.
Малалла уявра килсе ҫитнӗ сумлӑ хӑнасене сӑмах пачӗҫ. Ҫӗпрел районӗнчен Алексей Егорович ҫак хисепе тивӗҫлӗ пулчӗ. Вӑл Чатукасси ялӗнчи музей ҫуртне «П. В. Дементьев» ятлӑ кӗнеке парнелерӗ. Курма килнӗ хӑнасене, ҫак ялта пурӑнакан ҫынсене уяв ячӗпе саламласа ырлӑх-сывлӑх, телей, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗ.
Уява аякран килсе ҫитнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем илем кӳчӗҫ, савӑк юрӑ шӑрантарса таврана савӑнӑҫ парнелерӗҫ.
«Ҫӗпрел» чӑваш халӑх ансамблӗ сцена ҫине тухсан пурте тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ. Икӗ юрӑ шӑрантарнӑ хыҫҫӑн жюрисем вӗсене тивӗҫлӗ хак пачӗҫ. «Ҫӗпрел» ушкӑн пӗрремӗш степеньлӗ лауреат ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗ. Вӗсене диплом тата кубок парса чысларӗҫ.
Ҫӗпрелсем кирек ӑҫта та пултаруллӑ. Вӗсемпе мухтанмалӑх та, савӑнмалӑх та пур.
Нет комментариев