Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Фермер хуҫалӑхӗнче

«Бикчуров Р. А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн машинӑпа трактор паркӗнче ӗҫ хӗрсе пырать.

Хуҫалӑхăн ертӳҫи Равиль Бикчуров тата специалистсем ҫурхи ака валли техникӑна юсама кирлӗ хатӗрсене тупма тӑрӑшаççӗ, механизаторсемпе слесарьсене канашсем параççӗ.
Равиль Бикчуров:

— Ҫурхи акана вӑхӑтра тата оперативлӑ ирттерме машинӑсемпе тракторсем, сеялкӑсем юсавлӑ пулни кирлӗ. Кӗрхи уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑнах эпир Мустаким Сафин, Ильгизар Бухарев, Гумар Хамидуллин, сварщик Фатых Сулейманов тата ыттисем кӗнӗ юсав бригадине йӗркелерӗмӗр. Унчченхи ҫулсенче хуҫалӑхра ӗҫленӗ, малта пыракан механизатор Джамиль Азьмуханов вара ҫамрӑксене вӗрентет. Паянхи кун тӗлне хуҫалӑхра мӗнпур техника та хатӗррисен ретӗнче.

Хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, çунтармалли-сӗрмелли материалсене, удобренисене, акмалли вӑрлӑхсене ҫителӗклӗ таран турттарса килнӗ, техника ҫурхи хир ӗҫсем тӗлне хатӗр.

Иртнӗ çул машинӑпа трактор паркӗ 30 миллион тенкӗлӗх ҫӗнӗ техникӑпа туллиленчӗ. Кӑҫал вара 16 миллион тенкӗлӗх ҫӗнӗ техника туяннӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев