Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Фермер ӗçӗ – яваплă ӗç

Зульфияпа Ильмир Салаховсем çак çул-йӗр енӗпе ӗçӗ-хӗлне 2015 çулта пуçласа яраççӗ

Бизнесăн пӗчӗк форми

Районти нумай хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем теçетке ҫулсем хушши ӑнӑҫлӑ ӗҫлеççӗ. Сатуркка ялӗнчен Зульфияпа Ильмир Салаховсен хресчен-фермер хуҫалӑхӗ çакăн уçă  тӗслӗхӗ.

Зульфияпа Ильмир Салаховсем  малтан ЛПХ программине кӗрсе, ăна Зульфия Рафальевна ячӗпе регистрацилеççӗ. Зульфия Мучелей ялӗн хӗрӗ. Колхозăн бухгалтерийӗнче ӗҫленӗ. Хуçалăха илсе пырассине, шутлав, бухгалтери ӗçӗн тӗп никӗсӗсене те çавăнта ӗçленӗ вăхăтра алла илнӗ.

ЛПХ программине кӗрсе, патшалăхран 200 пин тенкӗ укçа илнӗ чух ӗнтӗ вӗсем фермăн зданийӗн никӗсне, урăхла каласан фундаментне  хывнӑ пулнă. Проектне те тунӑ, фермăн кашни пӳлӗмне  кӑтартса, кирлӗ пулнă строительство материалӗсем валли шут-хисеп хучӗсене те хатӗрленӗ. Программа енӗпе тăвăнакан фермăра 8 ӗне усрама тивӗçлӗ пулаççӗ. Хуҫалӑхӗнче хӑйсен ӗнисем те пулаççӗ, вӗсен çумне хушса йӗри-таврари ялсенчен те нумай сӗт паракан ӗнесем туянса, фермăна туллилентереççӗ вӗсем. Тынасем туянас енӗпе те программăна кӗреççӗ, патшалăх вӗсене 75 пин тенкӗ укçа парать.

– Çав çул  Ульяновск облаҫӗнчи Улхаш поселокне ҫитиччен кайса, хамӑра кӑмӑла кайнӑ ӗнене шыраса тупрăмăр,  юрлă хирсем урлă ӗнене çуран,  хамăр пата илсе килнине паян та вара аса илетпӗр, – теҫҫӗ арлă-арăмлă Салаховсем.

2016 ҫулта вара ҫемье, хресчен-фермер хуҫалӑхӗ йӗркелесси пирки шутлать. Ӗҫе пуҫласа ярас умӗн вӗсем патшалӑхран 40 гектар лаптăк çӗр, хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсен, тӑванӗсен пай çӗрӗсене арендăна илеççӗ. Çак ҫӗрсене тулӑ, урпа пек культурăсене, выльӑхсемшӗн утӑ акаҫҫӗ. Майӗпен ӗнесен шутне те  15 пуҫа çитереççӗ. Акăнакан çӗрӗсене Кивӗ тата Çӗнӗ Сатуркка, Алешкин-Саплăк ялӗсен халăхӗнчен арендăна илнӗ пай çӗрӗсен шучӗпе ӳстерсе пыраççӗ.

Паянхи кун тӗлне Салаховсен хуҫалӑхӗнчи выльӑхсен шучӗ 35 пуҫа ҫитнӗ, вӗсенчен 15 сӑвакан ӗнесем пулсан, ыттисем тынасем, вӑкӑрсемпе ҫамрӑк пăрусем. Сӗте Кивӗ Кахăрлă ялӗнчен сӗт пуçтаракан  Айрат Усманов килсе, пӗр литрне 18 тенкӗ те 50 пус шучӗпе илсе каять иккен.

– Уйӑха пӗр хутчен шут-хисеп тăвать. Хамӑр ҫапла килӗшрӗмӗр, уйӑха пӗр хутчен кӑна илсен, укçа пуçтарăнса пырать, – теҫҫӗ Салаховсем.

Ҫулла ӗнесене пӳрт ҫумӗнчи картара усраҫҫӗ, хӗллехи сивӗсенче фермӑна кӗртеҫҫӗ. Картисене те çумăр çунă вăхăтсене шута илсе, пӗр пайне тăрăллă тунӑ. Ҫулла ӗнесене çаран çине илсе тухассишӗн кӗтӳҫӗ тытаҫҫӗ. Ӗнесене вара Зульфия аппаратпа сӑвать.

– Эпӗ хам бухгалтер та, хам ӗне сăвакан та, пӑру пӑхакан та, – тет вăл шӳтлесе.

Реклама

– Ӗнесем вӗт пирӗн ăратлă, вӗсен пӑрăвӗсем те хăвăрт ӳсеҫҫӗ, – тет Зульфия.

Акмалли вăрлăх ыйтӑвӗсем енӗпе те çирӗп Салаховсем, яланах ӑна ҫӗнетсе тăма тӑрӑшаҫҫӗ.

– Акмалли вӑрлӑха элита ака вăрлăхӗ туса илессипе интересленекен «Цильна» обществӑран туянатпăр. Ку е ытти çак культурăн пуян тухӑҫ парасси çине вăл мӗнле сортран пулни те çирӗп витӗм кӳрет. Урпана, сӑмахран, «Нур», туллăн «Йолдыз» сортлине  акатпӑр эпир. Тухăçӗ те начар мар, урпа гектартан 30 центнер тухăç пачӗ иртнӗ çул, туллăн кашни гектарӗнчен вара 25 центнер тухрӗ. Сортлӑ вӑрлӑх туянма субсиди те парăнать патшалӑхран. Ку та пулӑшу, ҫавӑнпа та сортлă вӑрлӑхсем кăна  акма тӑрӑшатпӑр, – тет Ильмир Салахов.

Паянхи кун тӗлне Салаховсен 361 гектар ҫӗр пур. Кӑҫал тата пай ҫӗрӗсене арендӑна илесси ҫинчен те шухӑшлаҫҫӗ.

Хир ӗçӗсене вӑхӑтра пурнăçласа тухассишӗн хӑватлӑ техника кирлӗ. Фермер ӳпкелешмест: «МТЗ – 10,25», «МТЗ-82» тракторӗсем, пӗр комбайн, икӗ çăк турттармалли машина, сеялкӑсем, удобрени саптармаллисем, сӳресем пур. Акă çӗнӗ «МТЗ-82»  трактор, «Дон-1500» комбайн илессишӗн тăрăшса çӳреççӗ.

Район, ял халăхӗпе апат-çимӗç управленийӗн ертӳçине,  специалисчӗсене кирлӗ программӑсене кӗме çул кăтартнăшăн, хут ӗçӗсемпе пулăшнăшăн тав тӑваҫҫӗ Салаховсем.

– Эпир ялӑн тепӗр хӗрринче  тăратпăр, урам вӑрӑм, ҫуртсем ҫук.  Хӗлле юр-тӑмансем хыҫҫӑн пирӗн, ҫурт кăна пулсан та, ҫул-йӗр хуçалăхӗн техники юра тӗрттерсе, çул уçса хăварать. Ун пек пулмасан сӗт пуçтаракан машина та пирӗн хуçалăхăмăра килсе те çитеймӗччӗ, – теҫҫӗ Салаховсем.

Техникӑсене  ҫурхи хир ӗҫӗнче хутшӑнмалăх туса, юсаса хунă ӗнтӗ вӗсем. Культиваторсене, сеялкӑсене тата ытти прицеп инвентарӗсене кӗркуннех хатӗрленӗ. Удобрени те илнӗ.

– Çурхи акара, çӗр сухаланă çӗрте ӗçлекен тракторсемпе тăванăмăрсем пире пулăшаççӗ, акма та, çӗрсене сухаланă, тухăçа пухнă çӗрте те хутшăнаççӗ. Пушӑ вӑхӑтра вӗлле хурчӗсемпе интересленетӗп. Ку манӑн хобби, – тет çемье пуçлăхӗ.

Пуян тухăç тар тăкмасӑр, пилӗк авмасăр пулмасть. Салаховсем те ҫӑмӑлах мар пуласса, анчах та ӑнӑҫу ир е каярах килессе ӗненсе ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсем ӗненни, шанни кӑлӑхах пулман – хӑйсен ӗҫӗн савӑнӑҫлӑ результатне курса пурӑнаççӗ те вӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев