Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Фарит Азизова асăнса кӗрешӳ турнирӗ

Хураката ялӗнче спорт мастерне, 1979 ҫулта кӗрешӳ енӗпе ТАССР Чемпионӗ  пулнă Фарит Азизова халалланă наци кӗрешӗвӗн турнирӗ пулчӗ

Çӗпрел – спорт

Турнирта районти  спорт шкулӗн «Кӗрешӳ»  секцине çӳрекен отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗсем, Хураката, Тутар Паснапуç, Кӗçӗн Чăнлă, Кивӗ Кахăрлă,  Шланка ялӗнчен 50ран ытла ҫамрӑк кӗрешӳҫӗ вăй виçрӗ.

Мероприятие уçнă çӗрте район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗ. Мероприяти шайӗнче район пуҫлӑхӗ Хураката ялӗн легендарлӑ ывӑлӗ çинчен каласа пачӗ. Çаплах, Тутар Паснапуç ялӗнче çуралса ӳснӗ Раиль Камаловăн ăнăçăвӗсене палăртса иртрӗ – вӑл çак кунсенче пилӗке çыхса кӗрешес енӗпе Раҫҫейӗн спорт мастерӗ пулчӗ тата ăна парне пачӗ, кӗрешӳçӗсене ҫитӗнӳсем сунчӗ.

Ҫавӑн пекех, мероприятире Афганистанра ҫапӑҫнă воин-интернационалистсене, Фарит Азизовăн йăмăкне Наиля Зиганшинана уйрӑмах тимлӗх пачӗç.

Ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Рафик Замалетдинов  Фарит Азизовăн «Кӗрешӳ» спортне аталантарассишӗн кӗртнӗ пайӗ çинчен,  ял халӑхӗ хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑланă çӗрте нумай вăй хунине палӑртса иртрӗ.

– Пирӗн ялта февралӗн 20-мӗшӗнче малашне Фарит Азизова асӑнса кӗрешӳ турнирӗ ирттермелли кун пулса юлӗ, – тесе пӗлтерчӗ ял тăрăхӗн пуçлăхӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев