Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Эх, çăварни, çăварни...

Уяв Галина Абязова, ача сачӗн воспитателӗ

Алешкин-Саплӑк ялӗнчи «Теремок» ача сачӗ пысăк та илемлě залра авалтан аталанса пынă, ламран лама куçакан чăваш халăхĕн çăварни уявне ирттерчӗ. 

Воспитательсем ачасене çăварни уявĕ ĕлĕкренпех пынине, çăварни эрнинчи кашни кунăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пуррине ăнлантарчĕç. 

Çăварни тени тепĕр майлă «Çу эрни», «Хĕле ăсатни», «Çуркуннене кĕтни», çăварни çурхи кун тăрăшшĕ çĕрпе танлашнă чухне пуçланнипе паллаштарчĕç. Уяв залне Çăварни кĕлетки те илемлетрĕ. Ачасем уявра юрларӗҫ, тӗрлӗрен вӑйӑсем вылярӗҫ.

Хӗрачасемпе арҫын ачасем хӑйсен вӑйне вӗрен туртсах виçрӗç. Ачасемшӗн чи савăнăҫлă самант вара хĕвел питлĕ икерчĕпе чей ĕçни пулчĕ. Вырсарникун, кĕçĕн çăварнире, ашшĕ-амăшсемпе хĕле ăсатма, катаччи чупма тухасса, ачасем сăмах пачĕç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев