Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Эсир пуррипе

стихи

Эсир пуррипе-тӗр Çӗр çинче,

Хӗвел сапалать хăйӗн ăшшине.

Эсир пуррипе-тӗр Çӗр çинче,

Çăлтăрсем çутаççӗ каçхине.

 

Сан ырă ӗçне сума суса,

Вӗрет-çке ăшă çил ачашласа.

Сан илемӗпе хӗпӗртесе,

Чечек те сарать ав папкине.

 

Е  сана курсах-и юханшыв,

Ялан юхать хăй çулӗпе.

Е  сана курсах-и пӗлӗтсем,

Выляççӗ çӳллӗ тӳпере.

 

Сире пăхсах-тăр çăл-куçран,

Юхса тăрать асамлă шыв.

Сире пăхсах-тăр каçсерен,

Сывлăм ӳкет курăк çине.

 

Енчен инкек сиксе тухсан,

Анне куçӗсенчен шăпăртатса,

Юхма пуçлать кӗмӗл куççуль.

Ăна чарма эсех васка.

 

Нумай кирлех-ши аннене,

Ăшне пусарма, куççуль чарма?

Нумай ыйтмаççӗ вӗсем пиртен,

Виç-тăват ăшă сăмах кăна.

 

Халӗ ыйтам хамран, санран

Пулать-ши Çӗр çинче сиртен

Вăйли, сиртен хитри,

Сиртен ăшши, е кăмăлли?

 

Пăртак курах, кăштах шутла,

Хурав пама эс ан васка.

Тупсăмне тупсан вара,

Чӗрере ялан усра.

Петр Мулеев, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ.

 

«Анне» – çĕр çинче           чи çепĕç сăмах

Ача та калаçма вĕренсен чи малтан «анне» тет. Çӗр çинчи пур чĕлхепе те çак сăмах çепӗççӗн, ачашшăн янăрать. Анне чĕри – чи ырри, аннен алли – чи ăшши. Ăçти çĕршывра çуралсан та ачан «Анне» сăмахпа чӗлхи уçăлать. Анне çумĕнче яланах ăшă, шанчăклă. Çутçанталăкӗ аннене çепӗç кăмăл, ырă чун, ĕçчен алă панă. Манăн анне хирти чечек пулнă пулсан, чи илемлĕ чечек пулнă пулĕччĕ. Тӳпери çăлтăр пулнă пулсан, чи çутă çăлтăр пулнă пулĕччĕ. Унăн илемĕ те, ăшă кулли те хĕвел пек туйăнать.

Матак вăтам шкулӗнче 2 класра вӗренекен ачасен хайсен амашӗсене саламласа çырнă пӗчӗк сăввисем. Вӗрентекенӗ Татьяна Николаевна Мосейкина.

Аннеçӗм, çакă тӗнчере

Санран хитри никам та çук.

Санран та маттуррине

Ниçта та эпӗ тупас çук.

Ева Кудрявцева.

 

Аннене паян парнелетӗп

Хамăн куллăма.

Кӳрентермӗп аннене

Хытă самахпа.

Данил Ермолаев.

 

Иртенпех анне патне пыратăп

Хыттăн-хыттăн ыталама,

Йăпанăçпа пăшăлтататăп:

– Юрататăп, аннеçӗм, сана.

Полина Ермолаева.

 

Мама, ты не перестаёшь меня удивлять,

Мама, я так боюсь тебя потерять.

Мама, ты мой самый лучший друг,

Ты самая родная и близкая среди всех                                           моих друзей и подруг.

Мама, ты самое дорогое, что есть у меня,

Ты даже не представляешь, как сильно                                                                         люблю я тебя!

Аделина Алимова.

 

Ырă куçӗсем, ачаш аллисем,

Ытарайми аннеçӗм ман.

Çупăрлатăн, ачашлатăн мана

Тайма пуçăм, аннеçӗм сана!

Александр Фадеев.

 

Аннене пӗр харăс саламлатпăр,

Çывхарса килекен уявпа.

Савăнăç, савăнăç сунатпăр,

Çурхи шăнкравлă тумлампа.

Иван Шумилов.

 

Ты рядом - и всё прекрасно,

Не страшен холод или дождь.

Люблю, тебя, моя родная.

Готов всегда тебе помочь.

Мадина Тазетдинова.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев