Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Эсĕ кайрӑн та, килмерӗн...

Ваҫлей ӗҫ хыҫҫӑн тем тунсӑха путнӑскер килелле утрӗ.

Таврари ҫурхи илем те, иртен-ҫӳрен те кӑсӑклантармарӗ. Хӑвӑртрах киле ҫитес килчĕ. Килне ҫитсен сервантран ҫемье альбомне илчӗ те уҫкаласа кивӗ сӑн ӳкерчӗксем ҫине пӑхса ларчӗ. Пӳлĕмре шӑп-шӑпах, никам та ҫук. Пӗринче кулакан ачасем, асламӑшпе панулми пуҫтарни, шкул ачисем хирте ӗҫленине курчӗ...

Акӑ улмуҫҫи шап-шурӑ чечеке ларнӑ садра ӳкерӗннĕ арҫын ҫине тимлĕн тӗселсе пӑхса илчӗ. Темле палланӑ сӑнсем пек туйӑнчӗҫ. Йытти те пӗрле тӑрать мӑшӑр ҫумӗнче. Темччен куҫне илмесĕр сӑнаса ларчĕ. Амӑшӗ пӳлĕме кӗнине те сисмен. Кӳршисем патне шавласа ларма тухнӑ пулнӑ иккен.

— Эсĕ ĕҫрен таврӑннӑ-и? Аҫупа эпĕ вӑл сӑн ӳкерчĕкре. Вӑтӑр ҫул каялла иккĕн пĕрле ӳкерĕннĕччĕ. Мухтар йытӑ та питĕ маттурччĕ, итлетчĕ, мĕн хушнисене пурнӑҫлатчĕ. Çав тери усалччĕ, ют ҫынсем килсен вĕретчĕ, картише кĕртместчĕ, каярахпа ватӑлса вилчĕ, — ывӑлĕпе калаҫрĕ Таиҫ аппа.

Апла иккен. Тем шухӑша ячĕ.

— Апатлантӑн-и, эсĕ Ваҫлей? Купӑста шӳрпи пӗҫернӗччӗ. Сивӗнме те ĕлкĕрмен пуль-ха, атя антарса ҫи. Чашӑкра какайне витсе хунӑччӗ. Кайран пӑхан альбомне, — амӑшӗ ывӑлне ҫиме хистерĕ.

— Питех ҫиесех те килмест. Каярахпа. Юрать-и?

— Эсӗ чи кӗҫӗнни пулнӑран, нӑйкӑшнӑ чухне сана хам ҫумма ыталаса илеттӗм те, чун тӑвӑлса килетчĕ те хама лӑпкӑ пуличчен йӗреттӗм. Эсĕ ĕсĕклеттĕн те силлесе лӑплантараттӑм, чĕрҫи ҫинчех ҫывӑрсах каяттӑн. Ленапа Егор астӑваҫҫĕ-ха ашшĕне, улттӑпа саккӑрти ҫултисемччĕ. Эс пĕчĕккĕ пулнӑ, вунӑ уйӑхра ҫеҫчĕ! Йывӑрччӗ пӗчченлӗхре, ҫемьеллӗ пурнӑҫпа та сахал пурӑннӑ вӗт. Виçсĕре ӳстермелле теттӗм, ыттисенчен катӑк ан туйчӗр тесе мӗн кирлине илсе параттӑм, — тесе, пӑчӑртанса тухнӑ куҫҫульне тутӑр хĕррипе шӑлса илчӗ Таиҫҫе.

— Ан йĕр-ха, ытла аннеҫĕм! — лӑплантарма тӑрӑшрĕ ывӑлĕ амӑшне, — иртнине тавӑрма ҫук ĕнтĕ халь. Сыввисен малаллах пурӑнмалла.

Кӑшт лӑплансан, асаилӳсене малалла каласа пачĕ. Çак самантра пулса иртнĕн туйӑнчĕҫ.

— Кӑнтӑрлахи апата килсен, ĕҫрен таврӑнсан хамах выльӑхсем валли вите тӑрринчен утӑ антарса паратӑп, шӑваратӑп тесе тухса кайрӗ. Ӗҫ кунӗ те вӗҫленчӗ, манӑн Элекҫей ҫук та ҫук. Ыттисен мӑшӑрĕсем килӗсене таврӑннӑ та. Калхус енне темиҫе те туха-туха пӑхрăм, курӑнмасть. Тавралӑха каҫ сĕмĕ те ҫапрĕ. Теме сиснĕн чун вӑркама пуҫларĕ. Каҫ пулсан киле килсе аслӑ ҫул ҫинче сарӑмсӑр вилнине пĕлтерчĕҫ. Кĕрхи кун хӑвӑрт тĕттĕмленет ҫавӑ. Темле майпа ҫул варриче тракторĕ чарӑнса ларнӑ, итлесшĕн пулман-ши хуҫине?

Сӑртран хӑпарнӑ чухне чӑхӑмлама пуҫланӑ тет «тимĕр урхамахĕ», аҫу кабининчен анса юсама пуҫланӑ, пысӑк хӑвӑртлӑхпа килекен ҫӑк турттаракан машина кĕрсе кайнӑ, тет. Курман-ши, пӑрӑнса та пулин ĕлкĕрнĕ пулĕччĕ. Сывӑ та юлĕччĕ. Турри ҫапла ҫырнӑ пуль, нимĕн те тӑваймӑн.

Таиҫҫе каллех ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ. Ывӑлĕ ҫумне пырса ларса, амӑшне ыталаса илсе лӑплантарма тӑрӑшрĕ.

— Сана ĕҫрен таврӑнсан чĕрҫи ҫине лартса утьӑкка сиктерме юрататчĕ. Патвар ывӑл ӳстĕр тесе йăтса илетчӗ те, çӳлелле ҫеклетчĕ, — иртнине аса илсе калаҫрĕ амӑшĕ ывӑлĕпе.

Вӑхӑт малаллах шӑвать, унтанпа хĕрĕх ҫул иртрĕ. Кĕҫенни те ашшĕсĕр ӳссе тĕрекленчĕ. Астумасть те ашшĕне, пĕчĕк чухнехи сӑн ӳкерчĕкре те ун пекех сӑнлӑ.

Василий, ялти вӑтам шкула вĕҫлесе, Шупашкарти педагогика университетне вĕренме кĕчĕ. Аслӑ шкултан чӑваш чĕлхи вĕрентекенĕ пулса, хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрĕ. Çамрӑк специалиста тӑван ялти шкултах ĕҫ тупӑнчĕ. Пиллĕкмĕш классен ертӳçи пулма та шанса пачĕҫ. Ачасем ҫамрӑк вĕрентекене килĕштерчĕҫ, тӑван чĕлхене хапӑлласах вĕренеҫҫĕ, тĕрлĕ меслетсемпе пĕлӳ парать.

Пилĕк ҫул сисĕнмесĕрех иртрĕ. Шкул директорĕ тивĕҫлĕ канӑва кайсан тилхепине те ӑна шанса пачĕҫ. Çĕршывӑн пуласлӑхĕ — ҫамрӑксенче-ҫке. Пулас мӑшӑрĕ Екатерина та пуҫламӑш классен вĕрентекенĕ пулса ĕҫлет. Кӳршĕ ялтан, пĕр-пĕрне тахҫанах паллаҫҫĕ, университетра вĕреннĕ чухне ҫул ҫинче тĕл пулнӑ, Шупашкара кайнӑ чухне паллашнӑ та, пĕр-пĕринчен уйрӑлман.

Виҫ ҫул каялла, ылтӑн кĕркунне, ҫамрӑксем ҫемье ҫавӑрчĕҫ. Юратура пепкесем ҫуралчĕҫ, пӳрт ачасен сассисем тулчĕ. Тӑваттӑри Ксенияпа виҫҫĕри Владислав ача садне ҫӳреҫҫĕ. Асламӑшĕ вĕсене ытараймасӑр тӑрать, шӑкӑлтатса ҫеҫ тӑраҫҫĕ, тем ҫинчен те пуплеҫҫĕ. Вӑйӑсем выляса киленеҫҫĕ. Пĕчĕкскерсемпе йӑпанса пурӑнать. Мӑнукĕ те аслашшĕ сӑнлах, каснӑ-лартнӑ, кӑвак куҫлӑ, сарӑ ҫӳҫлĕскер.

— Йӑха малалла тӑсакан ӳссе, тĕрекленсе ҫитĕнет, — тесе, савӑнӑҫлӑ йӑл кулӑпа калаҫрĕ мӑнукĕсемпе урама уҫӑлма тухсан.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев