Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Эрнекунран — эрнекунччен

Раҫҫей кунӗнче ҫамрӑк граждансене паспортсем пачӗҫ

Районта Раҫҫей кунне халалланӑ уяв концерчӗ пулчӗ. 
Хутшӑнакансене Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов саламларӗ. Вӑл уяв пӗлтерӗшне палӑртса иртрӗ, ҫӗршывăмăра малалла аталанма сунчӗ.
Мероприяти шайӗнче, йӑла тӑрӑх, районти 14 ҫул тултарнă ҫамрӑк граждансене паспортсем пачӗç. Паха документа панă çӗрте полици начальникӗн çумӗ Ранис Латыпов та хутшӑнчӗ. 
Уявра «Созидание» ҫамрӑксен клубӗн педагогӗсем тата «Единая Россия» партин çамрӑк гвардеецӗсем Раҫҫей триколорӗн хăйăвӗсене валеҫес енӗпе акци ирттерчӗҫ. Культура ӗҫченӗсемпе пултарулӑх артисчӗсем, искусство шкулӗнче вӗренекенсем патриот туйăмлă концерт номерӗсем парнелерӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев