Чрезвычайлӑ лару-тӑру комиссийӗн ларӑвӗнче шыв объекчӗсенче ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтермелли ыйтусем ҫинчен калаçрӗç
Ӗç тăвакан комитетăн ларӑвӗсен залӗнче, Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи чрезвычайлӑ лару-тӑрупа пушар хӑрушсӑрлӑхӗн комиссийӗн анлӑ ларӑвӗ пулса иртрӗ.
Унта ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, организацисемпе тӗрлӗ службӑсен ертӳҫисем хутшӑнчӗç. Лару пынӑ май, шыв объекчӗсем патӗнче ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтермелли ыйтусене пӑхса тухрӗç.
– Ҫӗпрел районӗнче пӗр вырăнта та шыва кӗме юрӑхлӑ шыв ҫук. Анчах шӑрӑх ҫанталӑкра ҫынсем шыв хӗррине васкаҫҫӗ. Шыв-шурсенче путса вилес фактсене тăвас мар тӗллевпе ҫынсен пурнӑҫне сыхласа хӑварма палӑртнӑ мероприятисен комплексне туса ирттермелле, – терӗ пухӑннисем умӗнче тухса калаçса, 114-мӗш номерлӗ пушарпа ҫӑлав пайӗн начальникӗ Ильвир Салахов. Вӑл ҫынсене, уйрӑмах ачасене пӗвесемпе кӳлӗсенче шыва кӗртес мар тесе ӗçе активлатма чӗнсе каларӗ.
Комисси ларӑвӗнче шыва путас факта сирсе ярас тесе çак сӗнӳсене пачӗҫ:
– Раҫҫей чрезвычайлă луру-тăру министерствин методика канашӗсемпе килӗшӳллӗн шыв объекчӗсем патӗнче хăрушсӑрлӑх паллисене, информаци щичӗсене, аншлагсене тата хушма информаци паллисене вырнаçтармалла (ҫӗнетмелле);
– шыв объекчӗсем патӗнче дежурство тăрассине тивӗҫтермелле;
– шыва кӗме чарни ҫинчен асӑрхаттаракан тата чаракан паллӑсем лартмалла;
– ачасене шыв объекчӗсем патне ҫитӗннисемпе пӗрле ҫеҫ илсе пымалла, ӳсӗр ҫынсене шыва ан кӗме чармалла;
– халӑха массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ хатӗрлемен вырӑнсенче шыва кӗме чарни ҫинчен, шывра хӑйсене мӗнле тытмалли правилăсем тата инкек куракансене пӗрремӗш пулӑшу парасси ҫинчен информаци парассине йӗркелемелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев