Хыпарсем

«Эрнекун марафонӗ» иртрӗ

Мероприяти ҫӗршер ҫынна пӗрлештерчӗ.

Çак проекта Тутарстан Республикинче пурӑнакан халӑхсен тутар чӗлхине тата тӑван чӗлхесене упрас, аталантарас ыйтусем енӗпе ТР Раисӗ çумӗнчи комиссипе пӗрле «Тӗрек-Опора» обществăлла усӑллӑ фонд йӗркеленӗ.

— «Эрнекун марафонӗн» тӗллевӗ — республикӑри районсенче пурӑнакан халăха, тӗн специалисчӗсем, имамсем тӗлӗшӗнчен ăнлавлă тутар чӗлхипе, мунажатсене пурнӑҫлама, тӗрлӗ çулсенчи ентешӗмӗрсене тӗне явăçтарасси, — тесе палӑртрӗ «Тӗрек-Опора» обществӑлла ыркăмăллăх фончӗн управленийӗн ертӳçи Мансур Хашимов. 

Хусан хулинчи «Апанай» мечетӗн имам-хатибӗ Нияз хазрат Сабиров проповедьсем, ислам тӗнӗн историйӗ ҫинчен калаçрӗ.

— Ҫулталӑк вӑхӑтне пӑхмасӑрах пирӗн чун-чӖресенче ӗненӗве вырӑн пур, вӑл та чакмасть. Кун пек мероприятисем малашне те пулччӑр, — терӗ вӑл.
Тутарстанăн халӑх артисчӗ Мингол Галиев мунажатсем пурнӑҫларӗ.

Район мухтасибӗ Данир хазрат Шарафутдинов проекта йӗркелекенсене халӑхăмăр ятӗнчен тав сăмахӗсене пӗлтерчӗ.

Тӗне, тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркесене, тутар халӑхӗн культурине упраса хӑварас, ҫитӗнекен ӑрура наци чӗлхине йӗркелес ӗҫе хастар хутшӑнакансене Тав ҫырӑвӗсем, асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ.


Нет комментариев