Эпир – пӗрле
«Добрый дворик» проекта вăя кӗртесси малалла пырать.
Гульназ Бахитова, районти краеведени музейӗн директорӗ.
d «Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗнчи краеведени музейӗ» МБУ 2019 ҫултан пуҫласа йывӑр лару-тӑрура пурӑнакан ачасене пулӑшу паракан фондăн «Добрый дворик» муниципаллă проектне пурнӑҫлама активлă хутшӑнчӗ.
Пӗтӗм ӗҫе районти «Пăшăрхану» халăха социаллӑ пулӑшу паракан центрăн Çемье тата ачасене социаллă пулăшу уйрăмӗн ӗçченӗсем 1-мӗш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулăн, отрасль технологийӗсен техникумӗн, лицей ӗçченӗсемпе ҫыхӑнура тăрса ирттереççӗ. Çак çул-йӗр тӗлӗшпе музей ӗçӗн тӗп тӗллевӗ – ачасене патриотизм, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет воспитанийӗ парасси. Ирттерекен мероприятисем, экскурсисем, вӑйӑсем, викторинăсем пирӗн тӑрӑхри паллă ҫынсемпе, музей, район историйӗпе паллашма пулӑшать. Музейпе унӑн филиалӗсенче тӗрлӗ ҫулсенчи ачасем хутшӑннипе мероприятисем иртрӗç.
Сентябрӗн 8-мӗшӗнче, сӑмахран, «Спорт пирте кашнийӗнче» тесе ят панă эстафета вӑййи йӗркеленӗччӗ. Сентябрӗн 9-мӗшӗнче «Кӗр кунӗ манӑн пахчара» ӳкерчӗк конкурсӗ, сентябрӗн 11-мӗшне спорта халалланă «Сывӑ ӳт-пӳре - сывӑ ăс-тăн» конкурс вăййи иртрӗ. Августӑн 12-мӗшӗнче Çемьепе ачасене социаллӑ пулӑшу паракан уйрӑмӗн специалисчӗсемпе пӗрле, ТАССРăн 100 çуллăхне халалланă, «Эпир – пӗрле» тесе ят панă ашшӗ-амăшӗсемпе вăйă-викторина иртрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев