Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Эпир манмастпӑр, эпир мăнаçланатпăр! стенд уҫăлчӗ

Раҫҫейӗн Шалти Ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗнче Аслӑ Çӗнтерӳ 75 çитнине халалласа «Эпир манмастпӑр, эпир мăнаçланатпăр!» тенӗ стенд уҫрӗç.

 

– Ҫӗпрел районӗн халăхӗ хăйсен паттӑр ывӑлӗсем ҫинчен пурте пӗлеҫҫӗ, вӗсем пирки вӗреннӗ нумай материалсем те пур. Фронтовик-милиционерсене  вара палăртни çук.  Ҫавна асра тытса шырав-тӗпчевсем пуҫланчӗç.  Ҫак ырӑ ӗҫе шалти ӗҫсен уйрăмӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳçи, отставкӑри майор Фарис Шакиров пуçларӗ, - тет пай начальникӗ, полици подполковникӗ Рустам Мухаметзянов.

Стенда уҫмалли мероприятие фронтовик милиционерсен ҫывӑх тӑванӗсем: ачисем, мӑнукӗсем  те килнӗччӗ. Вӗсем хăйсен ашшӗ-аслашшӗсене çапла хисеп тунăшăн уйрăмăн начальникне  чун-чӗререн тухакан тав сăмахӗсем каларӗç.

– Атте пиртен уйрăлса кайнăранпа  темиҫе теҫетке ҫул иртрӗ. 1945 çулта нимӗҫ фашисчӗсене  çапса аркатнӑ хыҫҫӑн,  Николай Большаковӑн  Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче те вăрçăра пулма тӳрӗ килет. Унтан таврӑнсан ӗмӗр тӑршшӗпех милицире вăй хунă. Нумай парнесем илнӗ. Вӑл пур енчен те тӗслӗхе илмеллӗх ҫынччӗ.  Вилнӗ хыççăн та унăн вилтăприйӗ çине Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗсенче ӗҫтешӗсем чечексем хураҫҫӗ. Тав тăватпăр вӗсене, – тет Николай Ананьевичăн хӗрӗ Вера.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев