Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Эпӗ урӑхла тума пултарайман...

Анат Хураката ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Айдар Газимов – хальхи вӑхӑтри герой Патриотлăх Айдар, иртнӗ çул, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуç хучӗ.

 

Атте-аннеллӗ  вăхăт

Айдарпа Альбина Газимовсене, икӗ теçетке ҫул каялла,  Анат Хураката ялӗнче пурăнакан Дамирпа Рушания Идрисовсем ача ҫуртӗнчен хăйсем патне илсе килеççӗ. Çак ҫемьери ачасем мӗнле телейлӗ пурӑнни ҫинчен эпир ҫырнӑччӗ ӗнтӗ. Айдар ун чухне ҫичӗ ҫултаччӗ, йӑмӑкӗ – пиллӗкре.

Ҫемье пуҫлӑхӗ Дамир хӑй те нумай ачаллӑ ҫемьере ӳссе çитӗнет. Марс вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухать, унтан ҫар службинче пулать, малалла пурнӑҫне тӑван ҫӗрпе ҫыхӑнтарать. Рушаниян тӑван енӗ инҫетри Ростов облаçӗ пулнӑ пулин те, унăн ашшӗ-амӑшӗсем Хураката ялӗнчен.  «Чун туртмасан та, юн туртать», теҫҫӗ вӗт. Вӗсем те кунта куҫса килеççӗ. 1994 ҫулта Рушанияпа Дамир çемье çавăраççӗ.  Савӑнӑҫа та, хуйхӑ-суйха та пӗрле ирттереççӗ.  Пӗрлехи ачисем пулманни те ҫемье никӗсне хавшатаймасть. Ашшӗ-амӑшӗпе, тӑванӗсемпе канашланӑ хыҫҫӑн, вӗсем пӗр хӗрачапа пӗр арçын ачана усрава илме шутлаççӗ. Турӑ ырӑ ӗçӗн ҫулӗсене уҫать: Идрисовсене Хусанти ача ҫуртӗнче тетӗшӗпе йăмăкӗ пулнă Газимовсене усрава илме сӗнеççӗ.

– Ачасене пӗрре пӑхсах килӗштертӗмӗр. Хамӑрӑннисем, терӗмӗр. Анчах часах илсе таврӑнасси пулмарӗ. Хут ӗҫӗсем уйӑха яхӑн тӑсӑлчӗç. Ҫак кунсене эпир чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗмӗр. Мӗнле пулӗ-ши?  Малтанах ачасем ҫакна мӗнле йышӑнӗç-ши, пуçра пин тӗрлӗ шухӑш ҫаврӑнчӗ.  Тав Турра, пурте лайӑх иртрӗ. Ачасене илме кайсан, вӗсем иккӗшӗ те «мама», «папа» тесе, килсе пирӗн ытама кӗчӗç. Каялла таврӑннӑ чухне каçа юлтăмăр. Инҫе ҫул вӗт. Унта-кунта, районсемпе ялсем витӗр иртсе пынӑ май, ҫутăсем курӑнаҫҫӗ. Ачасем: «Это наша деревня, там наш дом? – тесе, ыйта-ыйта ҫывӑрмасӑр киле çитрӗç.  Ун чухнехи савӑнӑҫăмăра тăватсăмăрăнне ӑнлантарса пама та пулмасть, – тесе аса илчӗ Дамир Идрисов.

Ачасене иртни ҫинчен те, пӗтӗмлетсе каласан, яланах, тӗрӗссине кăна калаҫҫӗ, нимӗн те пытармаҫҫӗ. «Урамран илтиччен, хамӑртан пӗлччӗр», – теттӗмӗр эпир.  2006 ҫулта ывӑлӗ Айдар Марс вӑтам шкулне 1 класа вӗренме каять, Альбина ача садне ҫӳреме пуҫлать.

Ачасем «мама», «папа» тени те  хăйсен амăшӗн чӗлхипе пӗр сӑмах та пӗлменнинчен килет.

– Пирӗн ҫемье туллиленчӗ тенӗ вăхăтра кăна, Дамир аварие лексе, урине хуҫтарчӗ. Кӑткӑс операци тӳссе ирттерчӗ. Вырӑн ҫинче ултӑ уйӑх ытла выртрӗ. Мӗн тăвăпăр-ши, тесе питӗ пӑшӑрхантӑм. Ашшӗ вӑхӑтне ахаль ирттермерӗ. Айдара та, Альбинана та тутарла калаҫма вӗрентрӗ. Айдар, тӑван чӗлхепе, тутарла ирӗклӗн калаҫма вӗренсе, шкула кайрӗ, – тет Рушания. – Унăн чи юратнӑ предмечӗсем –физкультура тата ачасем валли ӗҫ занятийӗсем пулчӗç. Вӗрентекенсенчен йывӑр сӑмахсем нихҫан та илтмерӗмӗр, питӗмӗре хӗретмерӗ, пирӗн сăмахран иртмерӗ...

Ку вырӑнта ачасем пӗр-пӗриншӗн питӗ пăшăрханни, тăрăшни çинчен те каласа иртес пулать. Йăмăкӗпе Айдар пӗр минутлӑха та пӗр-пӗринчен уйрӑлмаҫҫӗ, ăçта та пулсан каймалли килсе тухсан вара яланах пӗр-пӗрне тунсӑхаса кӗтеҫҫӗ. «Манӑн тетем тӑван ҫеҫ мар, тусăм та, чуна уçса калаçма юлташăм та пулчӗ», – тет Альбина.

Айдар выльӑх-чӗрлӗхӗ юратни те ҫемье воспитанийӗнчен килет. Ҫемье пуҫлӑхӗ Дамир хӑй те ҫамрӑклах колхоз ӗҫӗнче пулать. Çемье çавăрнă хыҫҫӑн та, пӗр вӑхӑт çавăнта ӗҫлет, унтан икӗ теçеткене ҫула яхӑн ял ҫыннисенчен сӗт пухать, хӑйсем те нумай, 20 пуҫа яхăн выльӑх-чӗрлӗх усраççӗ.  Паллах, ку ӗҫе вӗсем пӗрле ачисемпе пурнӑҫлаҫҫӗ. Иртнӗ çул Дамира ял клубӗн ертӳҫи пулма сӗнеççӗ.

Çар  служби

Айдар, 9 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, районти отрасль технологийӗсен техникумне механик специальноҫӗ енӗпе вӗренме кӗрет. Пӗр вӑхӑтрах водитель профессине те алла илет. Техникумран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, хӑй ирӗкӗпе, çар службине каять. Унӑн Тӑван ҫӗршыв умӗнчи служби Уссурийск хулинче пуҫланать. 4 уйӑх хыççăн, Айдар службине малалла контрактпа тăсать. Кун ҫинчен вӑл хӑйӗн ашшӗ-амӑшне те, йӑмӑкне те калать.

– Эпир нихăҫан та ачасен кӑмӑлне хирӗҫ пыман. Хӗрӗмӗр те, шкулта вӗреннӗ чухнех, врач пулма ӗмӗтленчӗ, тӑрӑшрӗ. Малтан Ульяновск хулинче колледжран вӗренсе тухрӗ, халӗ акă институтра вӗренӗве малалла тăсать. Айдар та контрактпа служить тӑвап тесе каласан, пăшăрхантăмăр, анчах эпир унӑн решенине йышӑнтӑмӑр, килӗшрӗмӗр. Контракт службинче унӑн Сирире 6 уйӑх пулма тиврӗ. Ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑшӑн медальпе наградӑланчӗ. Отпуска килсе кайрӗ, мӗнпур тӑвансемпе ял çыннисем валли парнесем илсе килнӗччӗ. Вара эпӗ: «Ывӑлӑм, ялта та ӗҫ тупăннă пулӗччӗ, мӗншӗн эсӗ ҫак ҫар службине суйласа илтӗн ӗнтӗ?» – терӗм çав вăхăтра. «Эпӗ урӑхла тума пултарайман пулăттăм – Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме те çын кирӗ вӗт», – терӗ вӑл. Пирӗн те витӗм пулнă пулмалла, çар ӗҫӗн те – чӑн-чӑн каччă пулса ҫитӗнчӗ Айдарăмăр. Калаҫусенче те хӑйне хӑй шанни палӑрчӗ, характерӗ ҫирӗпленчӗ. Йывӑрлӑхсем те пулнӑ пулӗ, анчах вӑл вӗсене нихҫан та пӗлтермерӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн, Украина территорийӗнче ятарлă ҫар операцийӗ пуҫлансан, пирӗн Айдар çавăнта кайрӗ. Ку вӑл иртнӗ çулăн июнь уйӑхӗнче пулчӗ. Май килнӗ чухне ҫыхӑнура пултăмăр, калаҫса тăтăмăр, – тет Рушания Идрисова.

...2022 ҫулхи сентябрӗн 10-мӗшӗ, ирхине... Рушаниян телефонӗ ҫине СМС-пӗлтерӳ килет: «Эсир Айдарăн амӑшӗ-и?.. «Ҫапла». «Айдар госпитальте, ӳксе суранланчӗ, ан пӑшӑрханӑр, пурте йӗркеллӗ»... Çакăн хыççăн ҫырнисем те, ҫыхӑну та татӑлать.

Идрисовсем çак хыпара илнӗ хыҫҫӑн,  Уссурийскри ҫар чаҫӗн командирӗпе ҫыхӑнăва тухаççӗ, ывӑлӗн сывлӑхӗ ҫинчен пӗлтерме ыйтаççӗ. Рушания ханум госпиталӗн номерне интернетра тупса, унта шӑнкӑравлать. Унтан: «У нас такого нет», – тесе хуравлаççӗ.

– Ун чухне Айдарăмăр çут тӗнчере пулман ӗнтӗ. Калаҫакан хӗрарӑм чӗрӗ ҫынсем хушшинче ун пек ҫын пулманни çинчен каланине кайран ăнлантăм. Юлашки минутчен сывă-тăр текен ӗмӗт пурччӗ çав... Сентябрӗн 19-мӗшӗнче Айдарăмăра илсе килчӗç. 20-мӗшӗнче пытартăмăр. Питӗ йывӑр. Унăн савӑнӑҫлӑ сӑн-пичӗ халӗ те куҫ умӗнчен каймасть, ир тӑрсан та, каҫ выртсан та шухӑшламан пӗр минутăмăр та çук...

Айдар Дамирович Газимов Раҫҫей Президенчӗн Указӗпе, вилнӗ хыççăн, Паттӑрлӑх орденӗпе наградăланать.

Хураката ялне кайсан эпир Айдарӑн тӑванӗсемпе, ҫывӑх ҫыннисемпе те курса калаҫрӑмӑр. Вӗсен асаилӗвӗсем.

Гульфинур Идрисова, асламăшӗ:

– Ачасемпе пурнăç илемлӗ, ывăлăм, питӗ тӗрӗс шутланă эсир, терӗм эпӗ, Дамирпа Рушания усрава ачасем илме кăмăлӗсем пулни ҫинчен пӗлтерсен. Тав Турра, вӗсем питӗ ӑслӑ та лайӑх ачасем пулчӗç. Эпир вӗсене пурте юратса йышăнтăмăр. Айдар ҫула тухнӑ чух кашнинчех: «Асанне, эпӗ сана садака парам-ха», – тесе кӗрсе тухатчӗ. Юлашки хут, тухса кайнӑ чух та, тен, каялла шухăшлăн тесен: «Асанне, эпӗ урӑхла тума пултараймастӑп, манӑн каймалла», – терӗ.

Назира Сагитова, аппăшӗ:

– Ачасене питӗ кӗтрӗмӗр. Вӗсене пӗрремӗш хут курсан, чун ҫав тери хумханчӗ. Айдар ман хӗрӗмпе Рамиляпа пӗрле, пӗр класра, вӗренчӗ. «Ку урока мӗнле тӑватпӑр-ха эпир, ку тата мӗнле пулать?», тесе яланах канашласа илетчӗç. Çитӗнсе ҫитсен те, Айдар ырӑ кӑмӑллӑ пулчӗ, мӗнпур çынна пулӑшма тăрăшрӗ. Ялта вӗт ӗç нумай, ҫӗрулми, утӑ,  тенӗ пек. Эпир пурне те пӗрле ӗçлерӗмӗр, ҫавӑнтах пулӑшма килсе те çитетчӗ. Лашасене питӗ юрататчӗ. Мăшăрăм çулла выльӑх-чӗрлӗх лагерӗнче лашапа çӳретчӗ. Ун вырӑнне вӑл лагере каятчӗ. Эпир пӗлмесӗрех те юлаттăмăр...

Марсель Аббазов, Айдарăн командирӗ:

– Айдар Дамирович контракт тӑрӑх службӑна 2019 ҫулта, ҫулла пуҫларӗ. Служба вӑхӑтӗнче вӑл хӑйне лайăх енчен ҫеҫ кӑтартрӗ. Вӑл компетентлӑ, лайӑх хатӗрлӗхлӗ, дисциплинӑллӑ, ӗҫ юратакан ҫар ҫынни пулчӗ. Ҫар службин условийӗсене ҫӑмӑллӑнах хӑнӑхса пычӗ. Хӑйӗн службăри юлташӗсене хисеплерӗ. Вӑл пуҫаруллӑччӗ, тӗрӗс решенисем йышӑнчӗ, командирсем лартнӑ задачӑсене тӗрӗс пурнӑҫларӗ. Ӗҫтешӗсемшӗн вӑл хӑюллӑ та ҫирӗп кӑмӑллӑ пулса асӗсенче юлчӗ.  Ӗмӗрех мухтав ăна!

Рафик Замалетдинов, ял пуҫлӑхӗ:

– Марс ял тӑрӑхӗнчен ятарă çар операцине 12 каччă кайрӗ. Шел пулин те, пирӗн яла пысӑк хуйхӑ килсе ҫитрӗ, Айдар ҫар тивӗҫне пурнӑҫланă чухне пуç хучӗ. Вӑл питӗ лайӑх каччӑччӗ, кирек мӗнле ӗҫ пулсан та, вӑл пулӑшрӗ, пулăшу пачӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, Идрисовсем пирӗн ялта хисеплӗ ҫемьесенчен пӗри.

Гулия Хайбуллина, унăн вӗрентекенӗ:

– Айдар ырӑ кӑмӑллӑ, яланах пулăшма хатӗр вӗренекенччӗ. Обществӑлла ӗҫре хӑйне тӑрӑшуллӑ, дисциплинӑллӑ кӑтартрӗ. Мал ӗмӗтлӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев