Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ентешӗмӗре — медаль

Мăнаçлăх. Кур, пирӗннисене!

Рамис Алиуллов — Кивӗ Ишлӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Ульяновск хулинче пурӑнать.

Вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, Рамис Хусана професси пӗлӗвӗ илме каять. Унтан Ульяновск хулине кайса, ӗçе вырнаçать, ҫемье ҫавӑрать. 

Рамис Алиуллов нумай ачаллӑ ҫемье представителӗ. Вӗсем ултă ывăл пӗрле ӳссе çитӗнеççӗ, пурте ҫарта служить туса таврăнаççӗ. Çӗршывра ятарлӑ ҫар операцийӗ пуçлансан, ентешӗмӗр зонăна чи малтанхисенчен пӗри пулса каять.

Харсӑр та паттӑр каччă çар условийӗсенче хӑйне пӗрре кӑна мар кăтартнă, çар заданийӗсене тӗплӗн пурнăçлать, пуçне усмасть, хăрама пӗлмест. Нумаях пулмасть ăна II степеньлӗ «Ҫар паттӑрлӑхӗшӗн» медаль панӑ.

Рамис Фаткылкадырович кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килсен тӑван енне та манмасть, килсе каять. Кунта унӑн шӑллӗ Рустам тӗп никӗсре пурӑнать, Рамис кӳрши-аршисен халӗсем çинчен те ыйтса пӗлет, кашнинех пулăшма тăрăшнăшăн та ӑна ял ҫыннисем те хисеплеҫҫӗ. Мӑшӑрӗпе пӗрле вӗсем икӗ ача ҫитӗнтереҫҫӗ.

— Эпӗ хӑрушӑ та йывӑр ӗҫе кăмăллатăп, уншӑн ӳкӗнместӗп, — тет хăрама пӗлмен ентешӗмӗр. — Ҫак наградӑна илни те маншӑн малашне тата та тăрăшса служить тума стимул пулса тӑрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев