Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ентешӗмӗре аса илсе

Аслă Çӗнтерӳ: 80 çул!

Ентешӗмӗр, майор Константин Матюшин — чӑн-чӑн политрук тата паттӑр патриот, 2 Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗн, Хӗрлӗ Ялав орденӗн, II степеньлӗ Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫин орденӗн тата нумай медальсен кавалерӗ.

Паллӑ ӗнтӗ, кăçал пӗтӗм совет халӑхӗ фашизма ҫӗнтернин 80 ҫулхи юбилейне — тӗнчипе истори пӗлтерӗшлӗ пулăма паллӑ тӑвать. Çак сăнавсенче совет халӑхӗ фашизма ҫӗмӗрсе тӑкрӗ, патшалăхăн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне, этемлӗхе вара чуралӑх хӑратассинчен сыхласа хăварчӗ.

Вăхăта чарса тăратма пулмасть, шел пулин те, ҫак хӑрушӑ ҫулсенче хутшӑннӑ 20 ҫулти чи ҫамрӑк ҫын кăçал 109 ҫул тултарать. Çавна май ҫак вӑрҫӑ ветеранӗсем ҫӗршывра тата Тутарстан Республикинче сахалланнӑҫемӗн сахалланса пыраҫҫӗ, пирӗн районта вара ҫав пулăмсен пӗр чӗрӗ свидетелӗ те юлмарӗ.
Паян вулакансене районти хисеплӗ, Тӑван çӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗ — вӑрҫӑ ҫулӗсенче лейтенантран пуҫласа майор званине ҫитиччен ҫул утса тухнă çын ҫинчен каласа парас килет. Сӑмах Константин Николаевич Матюшин ҫинчен пырать. Вăл 1916 ҫулта Кивӗ Чакă ялӗнче, ахаль хресчен ҫемйинче ҫуралнă. Çемьере 1914 ҫулта çуралнă Михаил тата вăл, 1916 ҫулта ҫуралнă Константин, ӳснӗ. 

Иккӗшӗ те килте те тӑрӑшуллӑ, вӗренӳре те ӗлкӗрсе пынă. Хулаçырми ялӗнчи шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, Константин пӗр вӑхӑт тӑван колхозӗнче ӗҫлет. Вӑрҫӑчченхи тата вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ҫамрӑксене йывӑр ӗҫ тата пурнăç хӑй те пиҫӗхтернӗ. 19 ҫулти Константин ялти 18 ҫулхи чипер хӗрпе Мария Такмаковапа çемье çавăрни те, вӑл пурнăç çине çирӗп пăхни çинчен калать. Унтан 1937 ҫулхи октябрь уйăхӗнчен пуҫласа 1940 ҫулччен Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче служить тăвать. Ҫартан çирӗпленсе таврăннă, запасри çар çыннине район администрацийӗ районти Ӗç тăвакан комитета яваплă вырӑн, унӑн тетӗшне Михаила — Çӗпрел районӗн парти комитетне инструктор пулма сӗнет. Константинпа унӑн пиччӗшӗн Михаилăн професси илес тата ял хуҫалӑх ӗҫӗпе интересленес тӗлӗшпе пысӑк плансем пулнӑ. Ҫапла, шкултан ӑнӑҫлӑн вӗренсе тухнă Михаил куçăмсăр майпа агрономи уйрӑмне, Константин Теччӗ педагогика училищине вӗрентекен пулас тесе вӗренме кӗреççӗ, анчах та вӑрҫӑ вӗсен пӗтӗм ӗмӗтне татать.

Вӑрҫӑ пуҫлансан Константин Матюшин фронта, чи малтанхисенчен пулса, хӑй ирӗкӗпе ҫырӑнать. Маларах политработник пулнӑскер, политработниксене хатӗрлемелли кӗске курсран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, лейтенант званийӗпе ăна çар чаçне 4-мӗш стрелковӑй батальонӑн ВЛКСМ бюровӗн секретарӗ пулма яраççӗ. Лейтенант Матюшинăн подразделенийӗ Çурҫӗр Кавказри направленире ҫапӑҫать, унтан фронт Украинӑпа Киев урлӑ иртет. Сӑмах май, Новороссийск хулине ирӗке кӑларнӑ чухне унӑн паттӑрлӑхӗпе хастарлă ҫинчен акă мӗнле кӗскен ҫырса кӑтартнӑ. 

(Данные взяты из официального сайта Министерства обороны «Память народа». Тов. Матюшин в боях с немецкими оккупантами вблизи города Новороссийска действуя стойко и мужественно проявлял отвагу и храбрость. Как комсомольский руководитель непрерывно находился на передовой с бойцами и личным примером поднимает у них уверенность в победе, воспитывает их в духе преданности к Родине. Так, 19 апреля 1943 года при попытке немцев атаковать передовые окопы батальона тов. Матюшин миномётными обстрелом дерзко, быстро и решительно выдвинулся на передовую, лично взяв автомат в руки и меткими очередями уничтожал немецких захватчиков, своими храбрыми действиями воодушевлял бойцов и атака была отбита с большими потерями для врага. За стойкость и отвагу товарищ Матюшин Константин достоин награды Орденом Красной Звезды).

Ҫав вӑхӑтра вӑл 27 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Тепӗр ҫул ӗнтӗ капитан Матюшин 161 номерлӗ подразделени приказӗпе иккӗмӗш степеньлӗ Тăван çӗршывăн Аслă вӑрҫин орденӗпе наградӑланать. 1945 çулхине майор Константин Матюшин çар заданийӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн тата паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн, Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградӑланать.

Фронтовикӑн, пирӗн ентешӗн, вăрçă ҫулӗн географийӗ анлӑ та йывӑр пулнӑ. Константин Матюшин, вăрçă хирӗнче паттăррăн çапăçса, 4-мӗш уйрӑм стрелковӑй батальон, 1160 стрелковӑй полк, 352-мӗш дивизи составӗнче малтан Ҫурҫӗр Кавказ фронтӗнчи 3-мӗш гварди ҫарӗнче Мускавран Кавказ урлӑ вăрçă ҫулӗсене иртет, Днепр урлӑ каҫнӑ, Украинӑри халӑх пурӑнакан вырӑнсене ирӗке кӑларнă çӗрте хутшӑнать, Польша территорине ирӗке кӑларать. Хăюлăхӗ тата паттӑрлӑхӗшӗн, политрук пулнă май кăтартнă паттăрлăхӗпе тавçăрулăхӗшӗн Константин Матюшина 4 орденсăр пуçне тата «Мускава хӳтӗленӗшӗн», «Кавказа хӳтӗленӗшӗн», «Тăван çӗршывăн 1941-1945 ҫç. Аслă вăрçинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальсемпе наградăланă.

Фронтран демобилизаленнӗ хыҫҫӑн, Константин Матюшин хӑйӗн тăван ялне, Кивӗ Чакă ялне таврӑнать. Маларах дипломлă специалистсем ҫитменнипе, Анат Чакă шкулӗнче физкультурӑпа технологи вӗрентекенӗ пулса ӗҫлет, унтан Фрунзе ячӗллӗ колхозра платник тата строительство бригадин бригадирӗ пулса вăй хурать.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенчи йывӑрлӑхсем фронтовикăн сывлӑхӗ ҫине хӑйӗн йӗрне хӑварнӑ, вӑл 1974 ҫулта, 58 ҫул тултарсан, пурнăçран уйрăлса каять. 

Ҫак йӗркесен авторне, мана, 1978-79 ҫулсенче пӗр вӗренӳ ҫулӗнче Константин Матюшинăн мăшăрӗ, тарават та ырӑ Мария Михайловнӑн патӗнче, хваттерте пурӑнма тиврӗ. Мана унта Канашри педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ячӗҫ. Эпӗ Кивӗ Чакă шкулӗнче физкультурăпа музыкăна вӗрентрӗм. Ун чухне каникула час-часах килсе, Константин Николаевичӑн мӑнукӗсем Мария Николаевнӑна пур майсемпе те пулӑшатчӗҫ, эпӗ çав вӑхӑтри аслӑ шкулсемпе техникумсен студенчӗсемпе те паллашрӑм.

Тӑван пиччӗшӗн Константинӑн биографине тата вăрçă ҫулӗсен географине тӗплӗнрех тӗпчесси 1960 ҫулта ҫуралнӑ Вячеслав Михайлович Матюшинӑн пулчӗ.

Вӑл Константин Матюшинăн тетӗшӗн Михаилăн ывӑлӗ, хальхи вӑхӑтра Кивӗ Çӗпрел ялӗнче пурӑнать, нумай функциллӗ центрта хуҫалӑх эксплуатаци службин пайӗн начальникӗ пулса ӗҫлет. Шӑпах вӑл каланă тăрăх, мана фронтовикӑн, майор Константин Матюшинăн биографийӗнчи хӑш-пӗр пулăмсене пӗлме май пулчӗ.
Вӑрҫӑчченхи тата вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, Константин Николаевичпа Мария Михайловна Матюшинсем пӗр хӗрпе ывăл: Розăна (1936) тата Петра (1941) пăхса ӳстерсе, тивӗҫлӗ пӗлӳ илме пулӑшнӑ.
Роза Канашри кайӑк-кӗшӗк фабрикинче бригадирта ӗҫлет, 2013 ҫулта вилет. Козловсен ҫемйинче (Василий Петрович) пилӗк ача — 3 хӗрпе 2 ывӑл ҫуралнӑ: Люба (1956) 1974 ҫулта Канашри медицина училищинчен вӗренсе тухать, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи ача садӗнче воспитатель пулса ӗҫленӗ, унтах пурăнать.
Леонид (1957) Ульяновскри политехника институтӗнчен (1980) вӗренсе тухать, Чăваш Республикинчи чрезвычайлă лару-тăру управленийӗнче службӑра тӑрать, отставкӑри полковник, Шупашкар хулинче пурӑнать. Нина (1959) — Вӑрнар районӗнче медицина сестри пулса ӗҫленӗ, халӗ Шупашкар хулинче пурӑнать. Анатолий (1960) Хусанти авиаци институтӗнчен вӗренсе тухать, Шупашкарта Шалти ӗçсен министерствин органӗнче службӑра тӑнă, полковник, 2007 ҫулта чирлесе вилнӗ.

Яваплӑ вырӑнсенче тӳрӗ кӑмӑлпа служить тунӑшӑн, икӗ аслӑ офицера та ведомствӑпа патшалӑх наградисемпе наградӑланӑ.

Валентина (1962) Хусанти «Спартак» атӑ-пушмак фабрикинче ӗҫленӗ, халӗ те унта пурӑнать. 
Константин Матюшинăн ывӑлӗн Петрăн шӑпи вара Ҫӗпӗрпе ҫыхӑннӑ, унта вӑл ҫарта службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн пурӑнма куҫнӑ, çемьеллӗ пулнă. Петр халӗ тивӗҫлӗ канура, Шупашкар хулинче пурӑнать. 

Петр Красноярскри патшалӑх техника университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, Красноярскри металлурги завочӗн парти организацийӗн секретарӗ пулса ӗҫлет. Петр ашшӗне хисеплесе хăйӗн ывӑлне Константин (1966) ятлă хурать. Ывăлӗ Красноярск хулин строительство участокӗн начальникӗ пулса ӗҫлет, хӗрӗ Марина (1972) 1994 ҫулта Красноярскри педагогика институтӗнчен вӗренсе тухать, Красноярск хулинчи шкулсенчен пӗринче вӗрентекен пулса ӗҫлет, анчах чире пула 2010 ҫулта пурнăçран уйрăлса каять.
Пурнӑҫ малалла тӑсӑлать, вӑхӑт пӗр чарӑнмасӑр малалла чупать, кăçал майор Константин Матюшин 109 ҫул тултарнă пулӗччӗ. Унӑн юратнӑ хӗрӗ Роза та пурнăçран уйрăлса кайнă, анчах та Матюшинсен йӑхӗ малалла тӑсӑлать — ывӑлӗ, мӑнукӗсем, кӗçӗн мӑнукӗсем хӑйсен хисеплӗ ашшӗне, аслашшӗпе асламăшне, кукашшӗпе кукамăшне манмаҫҫӗ, Кивӗ Чакă ялне час-часах килсе çӳреççӗ, вӗсен вилтӑпри патӗнче пулаççӗ. 

Çывхарса килекен пысӑк пулăмпа, фронтовиксен йăхне малалла тăсакансене саламласа, вӗсене ҫирӗп сывлӑх, тăнăçлăх сунатăп.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев