Ентешлӗх пӗрлештерет
Тӗлпулӑва Тутарстан Республикин Набережные Челны хулинчи Ентешлӗх ассоциацийӗн ертӳçи, Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Гульзада Рзаева ертсе пычӗ.
Ҫӗпрел районӗнчен тухнă, хальхи вăхăтра Набережные Челны хулинче пурăнакансем тӗл пулчӗç. Тӗлпулу хулан «Энергетик» Культура çуртӗнче иртрӗ. Унта Ҫӗпрел районӗн делегацийӗ кайрӗ. Мероприятие «Ентешлӗхе чикӗ ҫук...» ят панӑччӗ.
Мероприяти пуҫланас умӗн фойере хӑнасене савӑнӑҫлӑ юрӑсемпе, ташӑсемпе «Замана» халӑх вокал ансамблӗ кӗтсе илчӗ.
Пиртен кайнă делегаци те Набережные Челны ентешлӗхне пултарулӑх номерӗсемпе концерт сӗнчӗ. Делегацие Тутарстанри халӑхсен хушшинчи Ассамблейин районти уйрӑмӗн ертӳҫи Руслан Шарафутдинов ертсе пычӗ.
Тӗлпулӑва Тутарстан Республикин Набережные Челны хулинчи Ентешлӗх ассоциацийӗн ертӳçи, Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Гульзада Рзаева ертсе пычӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев