Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ентешпе тӗлпулу

Н.Михайлова, директорăн ачасемпе ӗҫлес енӗпе çумӗ

Октябрӗн 9-мӗшӗнче Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи ача-пӑча библиотекинче чӑваш поэчӗпе, краевечӗпе,              Чӑваш Республикин писательсен Союзӗн тата Пӗтӗм тӗнчери писательсен союзӗн членӗпе, Чӑваш Республикин наукӑсен Академийӗн, культурӑпа литература академикӗпе Вячеслав Петрович Осиповпа (Урпан) тӗлпулу пулчӗ.

Вячеслав Петрович Ҫӗпрел районӗнчи Хурăнвар-Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Çарта службăра тăнă ҫулӗсенченех литература творчествине краеведени ӗҫӗ-хӗлне пӗрлештерсе интересленме пуçланă. Унӑн сӑввисемпе повеҫӗсем тата калавӗсем районти унчченрех «Ҫӗнӗ çул» тата хальхи «Тăван ен» хаҫатра пичетленнӗ.

Вячеслав Урпана «Участник перекрытия Камы» тата «Участник перекрытия Волги» паллӑсемпе чысланӑ.

Ача-пӑча библиотекинче пирӗн ентеш Вячеслав Урпан чаплӑ парне турӗ. Ача-пӑча библиотекин фондне вӑл «Вӗсем Тӑван çӗршыва хӳтӗленӗ» литературăпа илемлӗх изданине, «Йыхравлă туйăмсем», «Чӗре таппи пайлать чуна» хăйӗн сăввисен пуххине, «Село родное – край родной» кӗнекине пачӗ.

Кăçал февраль уйăхӗнче Вячеслав Урпанăн «Вӗсем Тӑван çӗршыва хӳтӗленӗ» черетлӗ кӗнеки пичетленсе тухнă. Ăна истори палӑкне упраса хӑварас тата 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ.

Ҫак кӗнекере вӑл Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пулӑмӗсем ҫинчен ҫырнӑ. Хурăнвар-Шăхаль тата Анат Вăрманай Шăхаль ялӗсенчен вӑрҫӑ пуҫлансанах фронта 95 ҫын кайнӑ. «Вӗсем Тӑван çӗршыва хӳтӗленӗ» кӗнекере Хурăнвар-Шăхаль, Анат Вӑрманай Шăхаль ялӗсенче ҫуралса ӳснӗ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче хутшăннă тата таврăннă çынсен списокӗсене, вӑрҫӑ хирӗнче пуç хунă тата Тӑван çӗршыва хӳтӗленӗ чухне хыпарсӑр ҫухалнă ял çыннисен списокне, Хурăнвар-Шăхаль ялӗнчен патшалӑх парнисемпе парнеленнӗ граждансен списокне тупма пулать.

Унчченрех Вячеслав Урпан «Участник перекрытия Камы» тата «Участник перекрытия Волги» паллăсене тивӗçлӗ пулнăччӗ. Нумаях пулмасть тата ентешӗмӗре Вячеслав Петрович Осипова (Урпан) чăваш халăхӗн «Ҫеҫпӗл Мишши» ячӗллӗ республикăри литература премине парса чысларӗç. Саламлатпӑр! Малашне ăнăçусем сунатпӑр!

Сире, хаклӑ вулакансем, районти ача-пăча библиотекинче ентешӗмӗрӗн Вчеслав Осиповăн «Вӗсем Тӑван çӗршыва хӳтӗлерӗҫ»  ятлă ҫӗнӗ кӗнекипе паллашма чӗнетпӗр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев