Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ентешӗмӗрӗн ячӗллӗ стипендисем пачӗç

В.С. Дементьев ячӗллӗ Алешкин-Саплăк вӑтам шкулӗнче 9 класри – 17 тата 11 класри 5 вӗренекенсемшӗн юлашки шӑнкӑрав янăрарӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров шкул пӗтерекенсене уяв ячӗпе саламларӗ тата экзаменсене ӑнӑҫлӑ пама сунчӗ.

Вӗренӳ çурчӗн директорӗ Марс Халиуллов та  вӗренсе тухакансене ăшă сăмахӗсене пӗлтерчӗ тата 2-8 классенчи вӗренӳре малта пыракансене укҫалла премисем пачӗ.

Уява Алешкин-Саплăк вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ, ТР Наука академийӗн член-корреспонденчӗ,  ученăй Роберт Ильязов  та килнӗччӗ. Вăл хăйӗн ячӗллӗ стипендине вăя кӗртес инициатива пулни çинчен каларӗ.

Реклама

Ентешӗмӗр çакăн пек проектсем Белоруссире нумайранпа пулни çинчен калаçрӗ тата вăл çакна хăйӗн тӑван шкулӗнче те ӗҫлеттересшӗн иккен.

Роберт Гиниятуллович  вӗренӳре малта пыракансен, шкулăн общество ӗҫӗнче активлă хутшӑнакан  вӗренекенсене: Алия Карусевана (11 класс), Екатерина Максимована (11 кл.), Анжелика Филиппована (9 кл.), Ангелина Мышована (9 кл.), Екатерина Журавлевана (9 кл.) тата Инесса Журавлевана (10 кл.) РФ тава тивӗҫлӗ деятелӗ, ТР Наукӑсен академийӗн член-корреспонденчӗ, профессор Р.Г.Ильязов  ячӗллӗ премин пӗрремӗш  сертификачӗсене пачӗ. Малашне хăйӗн стипендиачӗсене пулӑшса тăрасси çинчен пӗлтерчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев