Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ентешӗмӗр улттӑмӗш хут Республика чемпионӗ

Кӗскен

Ноябрӗн 21-мӗшӗнче Хусан хулинче инвалидсен  хушшинче армрестлинг  енӗпе Тутарстан Республикин Чемпионачӗ иртрӗ.

Ăмӑртусенче Тутарстан командин йышӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ялӗнчи Петр Мускатинов  та хутшӑнчӗ.  Вӑл 65 килограма çитичченхи виçе категорийӗнче «Чи вайли» титула  ҫӗнсе илсе, республика чемпионӗ пулса тӑчӗ.

Аса илтеретпӗр, Петр Мускатинов çак  чемпионатра пӗрре мар хутшӑннӑ. Вӑл Тутарстан Республикин  чемпион ятне улттӑмӗш ҫул пӗр тăтăш çӗнсе илчӗ.

Петр Мускатинова, ҫак ҫӗнтерӗвӗпе, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та районти Культура çуртне чӗнсе илсе саламларӗ. Вӑл ăна Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн Хисеп грамотине тата асӑнмалӑх парне пачӗ.

– Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне, пурнăçра пире тӗслӗхе илмелӗх ҫынсем пур, – терӗ Марат Гафаров.

Петр Мускатинов вара, ҫӗнтерӳ тума хавхалантарса тăнă хӑйӗн ентешӗсене, тусӗсене тав турӗ тата ҫитӗнӳсемпе ҫырлахмасӑр, малалла та спортпа туслӑ пуласси çинчен каларӗ.

Апла пулсан, малашне ентешшӗн тата та савӑнӑпӑр. Ӑна ăнăçусем сунатпӑр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев