Ентешӗмӗр бронза медаль илчӗ
Ҫак кунсенче Хусан хулинчи «Ак Барс» кӗрешӳ Керменӗнче «ТАССР 100 çуллăхӗ» кубокшӗн пиҫиххипе кӗрешес енӗпе ӑмӑртусем иртнӗ. Ӑмӑртусем виҫӗ виҫе категорийӗнче: 80, 100 тата 130 килограмчченхи виçе йывăрăшӗнче иртрӗç.
Калас пулать, Тутарстан каччисем 80 килограмм виçе йывăрăшӗнче кăна пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илеймерӗç. Çак виçе йывăрăшӗ енӗпе Оренбургран килнӗ Рафаэль Бильдановпа танлашакансем пулмарӗç. Иккӗмӗш вырӑна республикăмăрăн спортсменӗ Рустам Сабиров, виҫҫӗмӗш вырăна Рафаэль Калимуллин тата Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче çуралса ӳснӗ, ашшӗ тренер пулнă май ертсе пыракан секцире хăнăхусем илнӗ, спорт мастерӗн кандидачӗ Наиль Низамов çӗнсе илчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев