Ентеш çыравçăн  çӗнӗ кӗнеки
Хыпарсем

Ентеш çыравçăн çӗнӗ кӗнеки

Николай Андреев Тутарстанри чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ.


Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке    издательствинче пирӗн ентешӗн, Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче пурăнакан Николай Андреевӑн «Ӗмӗт хыҫҫӑн» ятлӑ кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Кӑларӑма ҫыравҫӑн 2017-2020 ҫулсенче ҫырнӑ калавӗсемпе повеҫӗсем кӗнӗ.

Николай Андреев Тутарстанри чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ.

Унăн хайлавӗсене «Тăван ен», «Сувар» хаçатсене вулакансем лайăх пӗлеççӗ. Унсăр пуçне Николайăн хайлавӗсемпе сăввисем «Тӑван Атӑл» журналта, «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» пичетленнӗ. «Шӑрӑх кунсем» пӗрремӗш кӗнеки Чӑваш кӗнеке издательствинче 2017 ҫулта тухнӑ. Вӑл ӗҫ Чӑваш наци библиотеки ирттерекен «Литературӑллӑ Чӑваш ен: чи нумай вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗнче 2019 ҫулта ҫӗнтернӗ.

Николай Андреев – Тутарстанри чи çамрăк чăваш çыравçи.

Ентеш çыравçăна çӗнӗ кӗнеке тухнă ятпа саламлатпăр!


Нет комментариев