Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

ҪЕМЬЕ ФЕРМИСЕМ ӐНӐҪЛӐ ӖҪЛЕҪҪӖ

Ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳçисем, тӗп специалисчӗсем, вырӑнти самоуправлени тата хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен пуçлăхӗсем хутшăннипе ӗçлӗ канашлу пулчӗ.

Канашлу Чăваш Паснапуç ялӗнчи Леонид Мишкин тата Виктор Карабаевăн Тутарстан Республикин сӗт туса илмелли çул-йӗр программи енӗпе тунă çемье фермисен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнинчен пуҫланчӗ. Семинарта хутшӑнакансем ку программӑна  усă курма илнӗ тата вунӑ ҫула яхӑн ӑнӑҫлӑ кăна ӗҫлесе паракан Тутар Паснапуç ялӗнчи Айрат Халиловăн ҫемье ферминче те пулчӗç.

– Нумай строительство ӗҫӗсем илсе пытăмăр, тӗрлӗ программӑсенче хутшӑнтăмăр. Парăмсене хупласа пӗтертӗмӗр, паянхи кун таса тупӑш илсе ӗҫлетпӗр, – тесе каласа пачӗ хăйсен хуçалăхӗпе паллаштарса Фания Халилова.

Семинарӑн иккӗмӗш пайӗ Тутар Паснапуç ял клубӗнче малалла пычӗ.

Сӑмах май: паянхи кун Ҫӗпрел районӗнче 101 хресчен-фермер хуҫалӑхӗ пур. Вӗсенче 141 ҫын вăй хурать. 52 фермер 18,5 пин гектар лаптăк çӗр çинче ял хуçалăх культурисем акса ӳстереççӗ. Çакă мӗнпур сухаламалли лаптӑкӑн 27 проценчӗ. 24 хресчен-фермер хуçалăхӗсенче 1119 пуç мӑйракаллӑ шултра выльӑх усраççӗ, çавсенчен 431 сӑвакан ӗне. Иртнӗ çул фермерсем 2,5 пин тонна сӗт туса илчӗ. Вӗсене пăхăнса тăракан машинӑпа трактор паркӗсем те ҫӗнелеҫҫӗ. 2019 ҫулта фермерсем 43,6 миллион тенкӗлӗх 25 единица техника илнӗ. Виҫӗ фермер обществи 7,5 миллион тенкӗлӗх грант выляса илнӗ.

 

ФОТОЛЕНТА

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев