Реклама
Хыпарсем
Эльвина лауреат ята çӗнсе илчӗ
Кур, пирӗннисене!
Июлӗн 26-27-мӗшӗсенче Хусанта IV «Ак калфак» вӗренекен хӗрсен конкурсӗн III турӗ иртрӗ.
Çак конкурса кӑҫал март уйӑхӗнче пӗлтернӗ тата унта 104 ӗҫ, ҫавсем хушшинче Ҫӗнӗ Кахăрлăри ял библиотекин ӗçне те сӗннӗччӗ. Конкурсра пирӗн район чысне хӳтӗлесе Çӗнӗ Кахăрлă ялӗн хӗрӗ Эльвина Вильданова хутшӑнчӗ. Июлӗн 26-27-мӗшӗсенче, Хусан хулинче иртнӗ конкурсăн финалне Эльвина хӑйӗн ертӳҫисемпе – районти централизациленӗ библиотека системин ертӳҫи пулса ӗçлекен, «Ак калфак» организацийӗн районти уйрăмӗн ертӳçипе Гульфия Яфизовапа тата Ҫӗнӗ Кахăрлă ял библиотекин заведующийӗпе Райна Миначевапа кайрӗ.
Райна Миначева ертсе пынипе, мӗнпур заданисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа, Эльвина Вильданова лауреат ята тивӗçлӗ пулчӗ. Ӑна дипломсемпе хаклӑ парнесем панă. Эльвина Çӗнӗ Кахăрлăри шкула вӗçленӗ хыççăн вӗренӗве Хусан хулинчи медицина колледжӗнче малалла тăсать.
– Эпӗ ҫак конкурсра пӗрремӗш хут кăна хутшӑнатӑп пулсан та, «Ак калфак» организаци ҫинчен илтнӗччӗ. Конкурса хутшӑнма май туса панӑ ертӳçӗсене, пӗлӳ панă тӑван шкулăма, атте-аннене тав тăватăп, – тет Эльвина.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев