Елизавета Родионова 95 çулхи юбилейне кинӗпе Верăпа тата мӑнукӗсемпе пӗрле палăртса ирттерчӗ
Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Данис Сатдинов Çӗнӗ Çӗпрел ялӗнче пурăнакан тыл ветеранне – Елизавета Николаевна Родионована 95 ҫулхи юбилейӗпе саламларӗ. РФ Президенчӗн В.В.Путинӑн Саламлӑ ҫырăвне тата район пуҫлӑхӗн Марат Гафаров ятӗнчен парне пачӗ.
Юбиляра Кивӗ Çӗпрел ял тăрăхӗн пуçлăхӗн çумӗ Рамиль Низамов тата тăванӗсем те саламларӗç, ырлăх-сывлăх сунчӗç.
Елизавета Николаевна Родионова Ҫӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралса ӳсет. Унӑн ҫамрӑклăх ҫулӗсем Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсене тӳрӗ килеççӗ. Ашшӗ граждан вӑрҫинче хутшăнать, ҫичӗ ҫул хушши тыткӑнра пулать, ирӗке кăларнă хыҫҫӑн вилет. Ҫемьере ашшӗпе амăшӗн вӗсем çиччӗн пулаççӗ. Елизавета Николаевна 3 ҫул вӗренсе, пуҫламӑш пӗлӳ илет. Аслисемпе пӗрле вӑрҫӑ вăхăтӗнче строительство ӗҫӗсенче хутшӑнать, окоп чавать, аслисемпе пӗрле вӑрман касма ҫӳрет.
1956 ҫулта вӑл Илья Васильевич Родионова качча тухать. Пӗрле 4 ача пăхса ӳстереҫҫӗ.
Хальхи вăхăтра ветеран кинӗпе Вера Родионовапа пӗрле пурăнать.
(Ветеран çинчен туллинрех сhuprale-online.ru сайтра вулама пултаратăр).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев