Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Элеватор тырӑ йышӑнма хатӗр

2021 ҫулхи тырпула       элеватор йышӑнма та пуҫларӗ.

Хусантан килнӗ тӗрлӗ специалистсене, районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн ертӳҫине Тальгат Халитова пӗрлештернӗ А.Шамсиев ертсе пыракан ятарлă комисси  «Ак Барс» холдинг компанийӗн «Государев Амбар» тырă  йышăнакан предприятийӗнче пулчӗ. Вӗсем генеральнăй директорпа Василь Салаховпа, предприятийӗн ытти специалисчӗсемпе пӗрле виçевсен, тырă типӗтекен склачӗсен хатӗрлӗхне, погрузчиксен, регистраци журналӗсен тата  пушара асăрхаттаракан оборудованисен 2021 çулăн тыр çине  хатӗр пулнине тишкерчӗç.

Тырă йышăнакан предприятийӗн мӗнпур объекчӗсенче те тивӗҫлӗ ӗҫсем пурнăçланнă. Çавăнпа та, комисси элеватор ҫӗнӗ тухăçа йышӑнас енӗпе хатӗрлӗхне пысӑка  хурса хакларӗ.

Предприятийӗн чи лайӑх ӗҫченӗсен чыслă ӗҫӗсене те тимлӗх пачӗç.  Ял хуҫалӑх ӗçӗсенче нумай ҫул хушши чыслă ӗçленӗшӗн тата çӗнӗ тухăçа йышăнма хатӗрленнӗ вӑхӑтра лайӑх ӗҫлекенсене «Ак Барс» Холдинг компанийӗн парнине пачӗç: шоферсем Рафиль Тазетдинов, Талгат Данилов, Владимир Малянов «Ӗҫри паттӑрлӑхшӑн» медальсемпе парнеленчӗç, хутăш апат хатӗрлекен смена начальникӗ Александр Герасимов,  производствӑпа технологи лабораторийӗн аслӑ специалисчӗ Надежда Тукмакова холдингăн Хисеп грамотисене тивӗçлӗ пулчӗç.

Иртнӗ ҫулти чи лайăх ӗç пӗтӗмлетӗвӗшӗн мастера Рузина Тазиевана, хутăш апат туса илекен цехăн  5 разрядлӑ аппаратчикне Наталия Нестерована, тырă складӗнче ӗçлекен Ирина Анисимована, элеватор мастерне Светлана Никитинана, газ котельнăйӗн операторне Раиль Шигапова укҫалла премисем пачӗç, вӗсен сăн ӳкерчӗкӗсем элеватор ҫумӗнчи «Хисеп хăми» çинче вырăн илнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев