Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Елена Фомина: «Кашни ача – Турӑ панӑ парне»

«Амӑш мухтавӗ – Материнская Слава»  медалӗн хуçи хăйне питӗ телейлӗ хӗрарăм тесе шутлать

 

Нумайӑшӗ хальхи вӑхӑтра нумай ачаллӑ амӑшӗ пулма йывӑр тесе шутлаҫҫӗ, вӗсем ҫавна хушма чӑрмавсемпе тата укҫа-тенкӗ тӑкакӗсене темиҫе хут ӳстернипе çыхăнтараççӗ. Анчах та виҫӗ е ытларах ача пӑхса ӳстерекен ҫемьесем темиҫе ача ҫитӗнтерессине, пӗр ача пăхса ӳстериччен темиçе  хут ансатрах, туслӑ ҫемье пулсан вара пур йывӑрлӑха та çӗнтерме пулать,  тесе шутлаҫҫӗ. «Кашни ача – Турӑ панӑ парне», – тет кун пирки 6 ача амӑшӗ Елена Фомина.

Чăваш Паснапуç ялӗнче пурӑнакан Юрий тата Елена Фоминсем тӗслӗхлӗ ҫемьесенчен пӗри пулса тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫемьен вучахне тирпейлӗн упраҫҫӗ тата ачасене ҫемьери паха хаклӑхсене параҫҫӗ. Елена Валентиновна нумай ачаллӑ амӑшӗ, ултӑ ачана пурнӑҫ парнеленӗ.

Еленăн чи пысӑк пуянлӑхӗ – ачисем. Вӑл вӗсемпе ҫепӗҫ, юратакан, пур тӗлӗшрен те тӗслӗхлӗ амӑшӗ пулма пӗлет, вӗсене ӑшӑ кӑмӑлпа, чун ăшшине парса ҫитӗнтерет. Ачасем пӗр-пӗринпе туслӑ, яланах пӗр-пӗрне пулӑшаҫҫӗ, спортпа хастар интересленеççӗ, пултаруллă, ташлама, юрлама, ӳкерме юратаççӗ, общество ӗҫне хутшăнаççӗ.

Елена Чӑваш Енӗн Патӑрьел районӗнчи Сидели ялӗнче çуралса ӳснӗ, Юрий вара – Чӑваш Паснапуç ялӗн каччи. Вӗсен паллашӑвӗ те яланхи пек пулман. Елена ун чухне Ульяновск облаçӗнчи пӗр шкулта ӗҫленӗ.

Ҫав шкултах Чӑваш Паснапуçӗнчен пӗр вӗрентекен хӗр физкультура урокӗсем илсе пынă. Илемлӗ, пултаруллӑ хӗре вӑл хăйӗн ялӗн каччипе паллаштарасшӑн пулать, Елена килӗшет. Канмалли кунсенчен пӗринче Елена тӑван ялне килнӗ вăхăтра Юрий юлташӗпе пӗрле хӗре курма, паллашма килет. Ҫамрӑк ҫынсем пӗр-пӗрне юратса пăрахаççӗ. Кӗҫех вӗсем мӑшӑрланаççӗ. Малтан вӗсем тӗп ҫуртра, амӑшӗпе пӗрле пурӑннӑ, кайран, ҫемье туллиленме пуçласан, ялта пӗр пушӑ ҫурт туяннӑ, çавăнта пурăнма куçнă. Кил-çурта анлăлатаççӗ, ачасем валли мӗнпур хăтлăх пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

– Эпӗ хам 8 ачаллă çемьере 7-мӗш ача пулса ҫуралнă, манӑн мӑшӑрăм Юрий 6 ачаллӑ ҫемьере – тӗпчӗк ывăл. Нумай ачаллӑ анне пулнӑшӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп. Тӗрӗссипе каласан, качча тухсан ултӑ ача амӑшӗ пулӑп тесе шутламан та. Анчах та эпӗ нихӑҫан та ӳкӗнмен, ӳкӗнместӗп те, – тесе калаçрӗ Елена.

Сирӗнтен кашниех нумай ачаллӑ амӑшӗн вӑхӑчӗ мӗнле иртнине куç умне кăларса тăратать пулӗ. Яланхи пекех ирсерен ачасене апатлантарса шкула ӑсатасси, япаласем çăвасси, апат пӗçересси, кил-çурта  тирпейлесси пек ӗçсем нихçан та пӗтмеççӗ пек.

– Хӗрарӑмӑн вӑхӑчӗ апат пӗçермелли пӳлӗмре иртет ӗнтӗ (кулать). «Анне, мӗнле тутлӑ апат пӗҫерӗн-ши паян», – тесе пуҫланать кун. Паллах ӗнтӗ, ачасем ӳстернӗ вăхăтра тӗрлӗрен пулать, пурте çăмăл тесе калама пулмасть. Килӗштерсе пурӑннӑран, эпӗ ачасене пӑхса ӳстерес тӗлӗшпе йывӑрлӑхсене питех туймарăм. Мăшăрăм яланах пулӑшать. Йывӑр самантсем те пулнӑ. Шӑпа ҫынна сӑнать... Ҫавӑн пек вӑхӑтсем пирӗн ҫемьере те пулчӗç... Пирӗн ҫемьене ҫак йывӑр вӑхӑтра пур енчен те пулӑшса тӑнӑ социаллӑ хӳтлӗх ӗҫченӗсене тата ытти ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсене тав тунине пӗлтересшӗн, – тет Елена.

Чӑнах та, шӑпа вӗсен ҫемйине çирӗп сăнать. Вӗсен икӗ ачи ӳсӗм хăйне евӗрлӗ пулса ҫуралнӑ, йӗкӗреш хӗрӗсенчен пӗри ҫуралнӑ хыҫҫӑн, темиҫе уйӑхран, вилет. Елена ҫак сăнавсене мӑшӑрӗ Юрий, амӑшӗсем пулӑшнипе кӑна ҫӗнтертӗм, тет.

– Аслисем пӗчӗк чухне ялта ӗҫ ҫукчӗ, ҫавӑнпа Юрийӗн Мускавра вахта меслечӗпе ӗҫлеме тиветчӗ. Чирлӗ ачана час-часах больницӑна Хусана илсе çӳреме тӳрӗ килетчӗ. Больницăна каяссине  мăшăрăмăн вахта хыççăнхи канмалли кунӗсене тӳрӗ килтерме питӗ йывăр пулчӗ. Тавах Турра, халӗ Юрий районти «АгроТрансПорт» хуҫалӑхӗнче электрикра вӑй хурать. Вӑл килте пулнӑшӑн ачасем питӗ савӑнаҫҫӗ, – тет Елена.

Вӗсен аслӑ хӗрӗ Таисия Шупашкарти патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, иккӗмӗш хӗрӗ Анастасия Ульяновск хулинче фармацевт колледжне пӗтернӗ, больницӑсенчен пӗринче ӗҫлет, йӗкӗрешсем Анатолийпе Николай район центрӗнчи техникумра пӗлӳ илеççӗ, Георгий – 3, Илья – 2-мӗш класра вӗренеҫҫӗ.

Елена Витальевна каланӑ тăрăх, ачасенчен кашни – тӗрлӗрен. Вӗсем пӗр-пӗринчен характерсемпе, кӑмӑл туртӑмӗсемпе пӗр-пӗринчен уйрăлса тăраççӗ, пӗртӑвансем пулсан та, пӗр ача та теприн евӗрлӗ мар. Чи пахи – вӗсене мӗнле пулнă, çавăн пек йышӑнни, тет вӑл.

Вӗсен ҫемйинче кашнин ҫуралнӑ кунне, ҫемьери уявсене паллӑ тăвасси йăлана кӗнӗ. Ҫӗнӗ ҫул тата наци уявӗсенче Елена ачасем валли тӗрлӗ костюм ҫӗлет, ашшӗ вара парнесем хатӗрлет. Ачасемпе пӗрле ашшӗ-амӑшӗ ҫул ҫӳреме тата культурӑпа сывлӑха ҫирӗплетекен вырӑнсене ҫӳреме тӑрӑшаҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Елена Валентиновнăна ТР Президенчӗн Указӗпе ачасене воспитани парас тата ҫемье традицийӗсене ҫирӗплетес енӗпе ăнăçусемшӗн Тутарстан Республикин «Амӑш мухтавӗ – Материнская Слава» медальпе чысларӗҫ.

Районта ҫакнашкал пысӑк ҫемьесем пурри, паллах, савӑнтарать. Ҫак ҫемьесем пурте, пӗр-пӗрне ӑнланакан тата хӑйсен ачисене тӗрӗс воспитани паракан ҫемьесем пулнишӗн, тав туса, ăмсанмалли кăна юлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев