Реклама
Хыпарсем
Елена Андреева: «Ӗҫӗме кураҫҫӗ, хаклаҫҫӗ»
Елена Ивановна Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Юлашки ҫулсенче Çӗнӗ Йӗлмел филиалӗ «Дементьев ячӗллӗ агрофирмӑн» ытти филиалӗсем хушшинче сӗт туса илес енӗпе малта пырать. Филиалăн лайăх ӗç кӑтартӑвӗнче нумай çултанпа ертсе пыракан зоотехник ӗçне пурнӑҫлакан Елена Андрееван та пайӗ пур.
Елена Ивановна Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Пилӗк ачаллӑ ҫемьере чи асли пулать. Ялти вӑтам шкула вӗçлет. Шкулта вӗреннӗ çулсенчех колхозра доярка пулса ӗçлекен амăшне Зоя аппана пулăшма çӳрет вăл. Еленăн ашшӗ Иван Васильевич ҫамрӑкла, ачисем пӗчӗккӗ чухнех, вилет. Пӗринчен пӗри пӗчӗк 5 ача амăшӗпе Зоя аппапа тата ватӑ кукамӑшӗпе тăрса юлаççӗ.
Шкула «5» паллӑпа кӑна вӗçленӗ хӗр кирек хăш аслă вӗренӳ çуртне сӑмахсӑрах кӗме пултарсан та, пӗчӗкренех выльăхсем хушшинче пулнипе-и, ял хуҫалӑх институтне суйлать тата докуменчӗсене Ульяновскри ял хуҫалӑх институчӗн зооинженери уйрӑмне парать.
– Пӗччен кăна ачасем пăхса ӳстерекен аннене пулăшассишӗн ял çӗрӗнче юрӑхлӑ пулнă професси суйларăм. Ун хыççăн ачаранпах чӗрчунсене, йытӑсене, кушаксене, лашасене юрататтăм. Тен, ҫавӑнпа ял хуҫалӑх институтне суйласа илнӗ те пулӗ. Нихăçан та ӳкӗнмен тата ӳкӗнместӗп те. Ӗҫӗме питӗ юрататăп, – тет Елена хӑй те çакăн çинчен.
1995 ҫулта, института вӗçлесе, вӑл вăхăтри Бауман ячӗпе хисепленекен колхоза зоотехник пулнă май ӗçе килет вăл. Питӗ йывӑр ҫулсем пулаççӗ çав вăхăтра. «Ҫӗршыв арканса пырать, уҫӑмсӑрлӑх, ялта ӗҫсӗрлӗх, укҫа-тенкӗ çукки, ӗҫ укҫи вăхăтра тӳленмест, колхозсемшӗн те чи йывӑр вӑхӑт. Халӑха укçа тӳлемеççӗ, фермӑсенче ӗҫлеме кăмăллакансем сахал, ӗç çыннисемшӗн нимӗнле условисем çукччӗ», – тесе аса илет çав ҫулсене Елена Ивановна. Акă çавӑн пек условисенче те ҫамрӑк хӗр урăхла шухӑшламасть, тӑрӑшса ӗҫлеме пуҫлать.
– Ӗç çулне пуçланă вăхăтра колхозра выльăхсене искусственнăй майпа йăхлантаракан пулса ӗҫлекен Валентина Яковлева, ветеринари врачӗ Елена Казакова хăйсен канашӗсемпе, сӗнӗвӗсемпе питӗ пулăшрӗç. Вӗсем ӗнтӗ халӗ тивӗҫлӗ канура, эпӗ вӗсене паян та питӗ тав тӑватӑп. Фермӑра ӗçлекенсем ҫитмен вăхăтра эпир хамăра специалистсем тесе тăмарăмăр, ӗнесене те пӗрле сурӑмăр, пӑрусене те ӗçтертӗмӗр, кӗтӳҫӗ тупиччен кӗтӳ кӗтнӗ вăхăтсем те пулчӗç. Нихăçан та ӗçӗме пăрахса, ялтан тухса кайма шутламан, – тет Елена.
2004 ҫулта районта агрофирма йӗркеленсе, Ҫӗнӗ Йӗлмел филиалӗ пулса тăрать. Паллах, малтанхи колхозсен вырӑнне ҫӗнӗлле ӗçлекен инвестор килет, условисем те ерипен лайӑхланаҫҫӗ. Паянхи кун Çӗнӗ Йӗлмел филиалӗнче 330 пуç сăвакан ӗне шутланать. Кунта çакна та калассăм килет, Елена Ивановна филиалри выльӑх-чӗрлӗх специалисчӗсемпе пӗрле фермӑсенчи выльӑхсенче лейкоз чирне пӗтерес, хӑйсенчи çамрăк пӑрусенчен тынасем ӳстерсе, фермӑна сӑвакан ӗнесемпе туллилентерессишӗн нумай вăй хурать. Филиалта ҫулсерен 4 группа тынасем пуҫтарса, кӗтӗве туллилентереççӗ. «Нумай продукци паракан выльăх пултăр тесен, пăрусене таса сӗт ӗçтерсе, тулли рационпа çитерсе, прививкăсене хăй вăхăтӗнче тума требовани пур. Пурӗ те çакăн пек чухне кӑна сывӑ ӗне тата çамрăк ӳсӗм пулать», – тет Елена. Ҫакăншăн кашни ӗҫченӗн, специалистăн, ертӳçӗн пӗр-пӗрне ӑнланса, пӗр-пӗрне пулӑшса, канашласа ӗçлемелле.
Елена каланӑ тӑрӑх, филиалта пӗрремӗшне пăруланă тынасене пӗр ушкӑна пуҫтарса, уйрăм дояркăна параççӗ. Вăл вӗсене сутарма вӗрентет. Паллах, кун пек дояркӑна хавхалантармалли мерăсем те пăхăннă. Хӑйӗн группинчи тынасене вӗрентсе, çирӗп продукци илме пуçланă дояркăна преми пулнă май тӳлевсӗр, пӗр пăру парăнать иккен. Ӗç укçи те нумайрах пулать, тет.
– Дояркăсем Светлана Великанова, Нина Угандеева, Светлана Изендеева тăрăшуллă ӗҫӗсемпе пысӑк кӑтартусем тума тӑрӑшаҫҫӗ. Пӑру пӑхакансенчен Галина Симуллинана, Ираида Великанована палӑртса иртессӗм килет. Вӗсемпе кирек мӗнле проблемăна та татса пама пулать, – тет Елена.
Елена Ивановнан хастар, чыслă ӗçӗ тӗрлӗ çулсенче Хисеп грамотисемпе, ял хуҫалӑх министерствинчен панă Тав çырӑвӗсемпе хакланать. Çулсерен темелле вӑл малта пыракансен слетӗнче хутшӑнать, Сабантуй-Акатуй лаптăкӗнче парнеленет. 2016 ҫулта вăл 100 пин тенкӗ Грант та çӗнсе илнӗччӗ.
– Ял хуҫалӑх министерствине те, район, агрофирма ертӳçине те ӗçӗме курма пӗлнӗшӗн, хакланӑшӑн, йывӑр вӑхӑтра пулӑшнӑшӑн чиксӗр тав тӑватӑп, – тет Елена Ивановна.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев