Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

#ЭКОЯЗ2022 районти конкурсăн ҫӗнтерӳҫисене парнелерӗç

Экология

«Сосидание» çамрăксен (çул çитмен ҫамрӑксен) клубӗнче, Тутарстанри халӑх пурӑнакан вырӑнсен территорийӗсене  тирпей-илем кӗртес енӗпе санитарипе экологи  икӗ уйăхлăх шайӗнче, ултӑ номинаципе ирттернӗ #ЭКОЯЗ2022 район конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗç.

Çак конкурсăн тӗллевӗ – районти тата республикӑри халӑха ҫутҫанталӑкăн сыхлав акцийӗсене явăçтарасси, обществӑлла экологи пуҫарӑвӗсене тата активлӑ граждансене тупса палӑртасси, халӑхӑн экологи ăс-тăнӗпе пӗлӗвне ӳстересси, ачасемпе ҫамрӑксене «таса республикӑра» пурӑнма тата ӗҫлеме ăнтăлма вӗрентесси.

Аса илтеретпӗр, кӑҫал конкурс Тутарстанра пӗлтернӗ цифровизаци ҫулталăкӗн шайӗнче иртрӗ.

Мероприятие хутшӑнакансене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов тата ТР Экологипе ҫутҫанталӑк ресурсӗсен Министерствин Атӑл тăрăхӗнчи территори управленийӗн начальникӗн ӗçне вăхăтлăха пурнăçлакан Эмир Зяббаров саламларӗ. Хӑнасем мероприятире хутшӑнакансене конкурсра ҫӗнтернӗ ятпа саламларӗҫ, Дипломсемпе парнесем пачӗҫ.

«Чи лайӑх шкул» номинацире «Совет Союзӗн геройӗ С.А.Уганин ячӗллӗ Матакри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул» парнеленчӗ (директорӗ Марина Ермолаева); «Чи лайӑх ҫемье» номинацире Кивӗ Йӗлмел ялӗнчи Мальцевсен ҫемйи; «Чи лайӑх Экоçурт» номинацире Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи Галина Порфирьева; «Чи лайӑх предприяти» номинацире «Прогресс» предприяти (директорӗ Евгений Иванцов) дипломсемпе; «В.С.Дементьев ячӗллӗ Алешкин-Саплăк вӑтам шкулӗн» вӗренекенӗ Максим Шадриков ТР Экологипе ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министерствин 30 ҫулхи юбилейне халалланӑ республикӑри экологи ӳкерчӗкӗсен конкурсӗн Дипломӗпе чысланнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев