Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Егор Ярухина халалланă йӗлтӗр ăмăртăвӗ

Ҫӗнӗ Упи ялӗнче 8-мӗш хут йӗлтӗрпе чупас енӗпе ӑмӑрту иртрӗ. Ăна ӗҫ ветеранне, ӗлӗкхи çулсенче В.И.Чапаев ячӗллӗ колхоз председательне Егор Пантелеймонович Ярухина халалласа ирттерчӗҫ.

 

Ҫанталӑк аван тӑчӗ, кунӗпех хӗвел пӑхрӗ. Пурте сывлӑхшӑн усӑллӑ спортпа канӑва уҫӑ сывлăшра ирттерме тӑрӑшрӗҫ. Кам-тӑр йӗлтӗрпе шӑвассине трасса ҫинче тӗрӗслерӗ, тепри тусӗшӗн пӑшӑрханса, «хӑвӑртрах!» тесе кӑшкӑрса вӑй-хӑват парса хавхалантарса тӑчӗ, хусканусем туса та илчӗҫ.

Уява саламлӑ сӑмахпа Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин уҫрӗ, Чӗмпӗр хулинчи Заволжски районĕнчи шалти ӗҫсен ветерансен совечӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳçин ҫумӗ, отставкӑри милици подполковникӗ, хастар тавра пӗлӳҫӗ В.Е.Ярухин тухса калаҫрӗҫ, пурне те чупура ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Йӗлтӗрҫӗсем Упи, Алешкин-Саплӑк, Аслӑ Аксу, Анат Чакӑ, Чӑваш Ҫӗпрел вӑтам, Ҫӗнӗ Упи   тӗп шкулӗсенчен, кӳршӗллӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Карабай Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗнчен, Пӑва хулинчен хутшӑнчӗҫ.

Чӗмпӗртен йăхташӑмӑр – Николай Чернов (Кивӗ Упи) та  килнӗччӗ, аслӑ ҫулта пулсан та, ӑмӑртура хутшӑнчӗ.

Йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче уйрӑм дистанцисенче тӗрлӗ ӳсӗмрисем тупӑшрӗҫ. Чупса тухнисем вӗри чейпе, пылак ҫимепе сӑйланчӗҫ.

Ӑмӑрту вӗҫленсен малти вырӑнсене йышӑннисене, ертӳçӗсем хушшинче уйрӑм, кубок, медаль, Хисеп грамоти парса чысларӗҫ, чи кӗҫӗннипе чи аслӑ ҫулти хутшӑнакансене те палӑртрӗҫ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев