Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Джамиля Айзатова: «Эпӗ вӗсемпе мăнаçланатăп»

Раиль, манăн хӗрӗмпе Айсылупа туслашса çӳренӗ чухнех, вӑл контрактпа служить тунине пӗлеттӗмӗрччӗ. Украинӑри ятарлă операци пуҫланнӑ пӗрремӗш кунсенчех ӑна ҫак территорие яраççӗ.

Кӑшт вӑхӑт иртсен тин таврӑнчӗ. Таврӑнни те ахаль кăна мар –сурансене сиплес тесе ҫеҫ. Унӑн юлташӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем контракт службине вӗçленӗ хыççăн, малалла тӑсас ҫуккине илтсен: «Тен эсӗ те контрактпа служить тума пăрахăн, Раиль», – терӗм. Ҫамрӑксене яланах пӗрле тӑвас, телейлӗ пурӑнтарас килет вӗт. Анчах каччăсемпе арçынсем пирӗн пек,  шухӑшламаҫҫӗ çав. Вӗсене ҫемьешӗн ҫеҫ мар, Тӑван çӗршывшӑн тӑрӑшмалли тивӗç те парăннă. «Ун пек пулмасть ӗнтӗ, анне, эпӗ службӑран та, туссенчен те ҫурма ҫулта уйрӑлма пултараймастӑп», – терӗ.

Пирӗн Раиль, пур каччăсемпе арҫынсем те ҫӗршывшӑн пăшăрханса çӳренӗ кунсенче манӑн мӑшӑрăма Фарита та темскер пулчӗ. «Эпӗ хам ирӗкпе ятарлă çар операцине каятӑп», – тесе калаçма пуçларӗ.  Вӑл Чечня вăрçине иртнӗ, çакăн пек пулăмсенче опычӗ ытларах. Пирӗн виҫӗ ача вӗт... «Сана илмӗҫçӗ унта», – тетӗп эпӗ, хам калани ҫирӗп пулнине те ӗненместӗп. Вӑл медицина комиссине ӑнӑҫлӑ иртрӗ – хӑй калашле, «кӗрӗвӗ патне тухрӗ те кайрӗ». Халӗ икӗ ҫынтан хыпар кӗтетпӗр.

Паллах, чунра та лăпкă мар. Тунсӑхлани ҫинчен каламастӑп та. Ҫав вӑхӑтрах вӗсемшӗн мӑнаçлăх туйӑмӗ вара – чи пӗлтерӗшлӗ. Хӑрамарӗç вӗт! Суйласа илме май пулнă пулсан та – вӗсем аллисене хӗҫ-пӑшал тытса Тăван çӗршыва хӳтӗлесине суйласа илчӗç. Хӑйӗн пурнӑҫӗшӗн хӑраса ӳкмен паттӑр та хӑюллӑ ҫынсем  кăна çапла пулма пултараççӗ!

Кӗтетпӗр. Эпир тунсӑхлатпӑр. Вӗсем ырă-сывă таврӑнасса шанатпӑр. Пур амăшӗсене те хӑйсен ывӑлӗсене ятарлă операцирен ӑнӑҫлӑн таврӑннине курма сунатпӑр!

Фарит Айзатов та, Раиль Хайруллов та, Джамиля Айзятова хӑй те – пирӗн тӑрӑхри ҫынсем. Фарит Тутар Паснапуç ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫамрӑк чухне колхозăн уй-хирӗсенче комбайнпа тырă вырнă, шофер пулса ӗҫленӗ. Салтак шӳрпине ăна Чечняра çиме пӳрнӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл унта нумай курса, пиҫӗхсе таврăннă. Тури Хураката ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Джамиляпа çемье çавăрнă хыççăн, вӗсем Ульяновск хулинче пурăнма пуçлаççӗ.

Фарит Айзатова килӗнче икӗ хӗрӗпе виҫӗ ҫулхи ывӑлӗ те кӗтеҫҫӗ.

Раиль Хайруллов  – Анат Хураката ялӗнче, ӗçчен ҫемьере çуралса ӳснӗ. Малашнехи пурнӑҫне Раҫҫей ҫарӗн Хӗç-пăшаллă Вăйӗсемпе ҫыхӑнтарнӑ. Ульяновск хулинче вырнаçнă ҫар бригадинче контрактпа службӑна каять. 2020 ҫулта вăл Айсылупа мӑшӑрланать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев