Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Документсем пулмалла

Ял хуçалăхӗ

Специалистсем выльӑхсене ветеринари докуменчӗсемсӗр туянни тата хуçалăхсене кӗртни хӑрушлӑх кăларса тăратни ҫинчен асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫавна май эпир «Россельхознадзорăн» ТР патшалӑх инспекторне Гульнара Арсланована темиçе ыйту патăмăр.

— Выльӑхсене ветеринари докуменчӗсемсӗр туянни тата хуçалăхсене кӗртни хӑрушă, мӗншӗн тесен паян мӗнле кăна чир-чӗр ҫук-ши. Ҫавӑнпа эпӗ ахаль ҫынсене те, хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисене те выльӑх-чӗрлӗх туяннӑ чухне питӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтăттăм.

Хуҫалӑх илсе пыракан мӗнпур субъектсемпе граждансен çаксене пурне те ҫирӗп пӑхӑнмалла:

— выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен тата хушма хуҫалӑхсенчи мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхе ветеринари службинче идентификацилемелле тата ветеринари службинче учета тӑратмалла;

— патшалăх ветеринари службине ҫӗнӗрен туяннӑ выльӑхсем, пусни тата туянни çинчен, темиҫе выльăх сасартӑк вилни е пӗр вӑхӑтрах темиҫе чӗрчун чирлени ҫинчен пӗлтермелле;

— хуҫалӑха ҫӗнӗрен кӗнӗ выльăхсене тивӗҫлӗ тишкерӳсем ирттерме тата ӗçе кӗртме 30 кун хушшинче карантина хупмалла.

Выльӑхсене республика территорине ветеринари докуменчӗсемсӗр кӗртме чараҫҫӗ, закона пӑссан вара наказани палӑртаҫҫӗ.

Ветеринарипе санитари правилисен турттармалли, выльӑх-чӗрлӗх пусмалли, хатӗрлемелли, тирпейлемелли, упрамалли е пурнӑҫламалли правилисене пӑссан граждансене 500-ран пуҫласа 1000 тенке çити; должноҫри ҫынсене — 3000 тенкӗрен пуҫласа 5000 тенке çити; юридически сӑпатсене — 10 пинрен пуҫласа 20 пин тенке çити штраф пама пăхăннă.

Ял хуҫалӑхӗн выльӑх-чӗрлӗхӗсене тата выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсене ветеринари докуменчӗсемсӗр турттарсан, ял хуҫалӑхӗн выльӑх-чӗрлӗхне тата выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсене уйрăм усă курма турттарнисӗр пуҫне, граждансене — 3000 тенкӗрен пуҫласа 5000 тенке çити; должноҫри çынсене — 30 пинрен пуҫласа 40 пин тенке çити; юридически сăпатсене — 300 пинрен пуҫласа 500 пин тенке çити штраф хывма пăхăннă.

Биологи каяшӗсене пухмалли, утилизацилемелли тата пӗтермелли ветеринарипе санитари правилисене пӑсни граждансене 4000рен пуҫласа 5000 тенке çити; должноҫри ҫынсене — 20 пинрен пуҫласа 40 пин тенке çити; юридически лицо йӗркелемсесӗр предпринимательство ӗҫне илсе пыракан ҫынсене — 40 пинрен пуҫласа 50 пин тенке çити штраф хывма е ӗçӗсене тӑхӑрвун талӑклӑх административлӑ майпа чарасси патне илсе çитерет; юридически сӑпатсене — 500 тенкӗрен пуҫласа 700 пин тенке çити е тăхăрвунă талӑка ҫити административлӑ майпа чарасси патне илсе çитерет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев