«Добрый дворик» йӗркипе
Проектсем
Г.Фахрутдинова, ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу паракан уйрăмăн заведующийӗ.
«Пăшăрхану» халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрăн «Çемьене тата ачасене социаллă пулăшу парасси» уйрăмӗн специалисчӗсем йывăр лару-тăрура тăрса юлнă ачасене пулăшу паракан фондăн «Добрый дворик» муниципаллă проекчӗн тӗллевлӗ ушкӑнри ачасемпе, уҫӑ сывлӑшра, планлӑ занятисем ирттереҫҫӗ.
Ачасемпе ҫул çитменнисен пушă вӑхӑтне йӗркелессин проблеми паянхи кун питӗ актуаллă. Культурӑпа кану программи ачасен кануне социаллӑ пӗлтерӗшлӗ тӗллевпе туллилентерме, ачасене хăйсен кануне тата хăйсемпе пӗр çулхисен пушӑ вӑхӑчӗсене усăллă ирттерессин ӗçлӗ хăнăхăвӗсене йӗркелессине шута илет. Çак проекта вăя кӗртес енӗпе ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу паракан уйрăмра «Карамельки» программа ӗҫлет. Кунсăр пуçне, сенсор пӳлӗмӗнче уйрăмăн специалисчӗсем питӗ нумай мероприятисем ирттереҫҫӗ. Паллах, вӗсене пурне те ачасен майӗсемпе хăйне евӗрлӗхӗсене шута илсе йӗркелеççӗ, унта тӗрлӗ хăнăхусем ачасен пултарулăхне палăртма, уйрӑм пахалӑхӗсене тупма пулӑшаççӗ.
Ӗçӗ-хӗлӗн тата пӗр паха форми – паллашасси тата кăмăллă экскурсисем йӗркелесси. Ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу паракан уйрӑмăн специалисчӗсем районти краеведени музейӗпе те тачă çыхăнура тăрса, пӗрлехи мероприятисем ирттереççӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем те ҫакăн пек мероприятисенче кăмăлласах хутшӑнаççӗ.
Малашне нумай мероприятисем иртӗç, «Добрый дворик» муниципаллă проектне пурнӑҫласси малалла пырать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев