«ДОБРЫЙ ДВОРИК» проект малалла пырать
Ҫак программăн вӑйӑ анлӑшне, кăмăл-туйăма хăтлă йӗркелеме, организмӑн пăсăлнă структурисене тата функцийӗсене çӗнетме, ачасен активлăхне ӳстерме палӑртнӑ.
Йывăр пурнӑҫ лару-тӑрăвӗнче юлнă ачасене пулӑшмалли фондӑн «Добрый дворик» муниципаллă проекта пурнӑҫлас енӗпе «Пăшăрхану» халăха социаллӑ пулăшу кăтартакан центрăн çемьене тата ачасене социаллă пулăшу кăтартакан уйрăмӗнче инвалид ачасемпе ӗçлессишӗн "Карамелька" социаллӑ программа вăя кӗрет.
Гузель Фахертдинова, ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу кăтартакан уйрăмăн заведующийӗ.
Ҫак программăн вӑйӑ анлӑшне, кăмăл-туйăма хăтлă йӗркелеме, организмӑн пăсăлнă структурисене тата функцийӗсене çӗнетме, ачасен активлăхне ӳстерме палӑртнӑ.
Программӑра сенсор пӳлӗмӗн условийӗсенче ачасене тата вӗсен ашшӗ-амăшӗсене психологипе педагогика пулӑшӑвӗ парас енӗпе мероприятисем пӑхăннă. Вӑл «Талантсен планети» ачасен творчество çуртӗнче вырнаҫнӑ.
Сенсор пӳлӗмӗ – вăл юмахри асамлӑ тӗнче. Кунта кашни ача хăйӗншӗн канăçлăх тупать, хӑрассинчен хӑтӑлать, творчество ӗҫӗсем тӑвать.
Уроксене коррекци, воспитани, аталану принципӗсене шута илсе йӗркелеççӗ тата психологсем А.З. Гайнулловапа А. М. Шарапова ушкӑнпа, кашнинпе уйрăм формӑра та, эрнесерен ирттереççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев