Дмитрий Сапожников килчӗ
Ҫӗпрел районне ТР Тарифсен енӗпе Патшалӑх комитечӗн ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Дмитрий Сапожников килчӗ.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫипе Рустам Мухаметзяновпа пӗрле вӑл Кивӗ Йӗлмел ялӗнчи шыв башнине, «Фламинго» обществӑн йӑлари хытӑ каяшсен полигонӗнне çитсе курчӗ, Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи биологи тӗлӗшӗнчен тасатмалли сооруженине пӑхрӗ.
Ертӳçӗсем шыв пахалӑхӗпе, экологи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассипе тата ҫӳп-ҫапа ӗçе ярассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.
Дмитрий Сапожников ӗçлӗ визита вӗçленӗ май, район администрацийӗнче регионсем хушшинчи догазификаци программине пурнӑҫлас енӗпе канашлу ирттерчӗ.
Килти хуҫалӑхсене газпа тивӗҫтермелли программӑсем ҫинчен каласа пачӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев