Диспансеризаци иртессишӗн кану кунӗ
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин диспансеризаци иртессишӗн 40 ҫултан аслӑрах ӗç çыннисене пӗр ӗҫ кунӗнчен ӗçрен хăтарассине шута илнӗ федераллă закон çине алă пуснă.
Диспансеризаци икĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕшне граждансен инфекциллĕ мар вăраха кайнă чир-чĕр пуррине, вĕсем аталанма пултарас хăрушлăхне, çавăн пекех специалист-тухтăрсем диагноза çирĕплетмешкĕн иккĕмĕш тапхăрта хушма тĕрĕслев ирттерессине пурнăçламашкăн медицина кăтартăвĕсене палăртмашкăн ирттереççĕ.
Иккĕмĕш тапхăр тĕллевĕ – чирĕн диагнозне палăртмашкăн хушма тĕпчев-тĕрĕслев ирттересси.
Асăннă программăн тĕллевĕ чăннипех пархатарлă. Вăл халăхăн медицина ыйтăвĕсене пахалăхлă тивĕçтерессипе, чире шала кайиччен тупса палăртассипе, вăрах чирсене пула инвалида тухассине тата пурнăçран уйрăлассине чакарассипе çыхăннă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев