Диспансеризаци – 2026: ҫӗнӗ правилӑсем
Комплекслӑ тӳлевсӗр тӗрӗслев чирсене малтанхи тапхӑрта тупса палӑртма пулăшать
2026 ҫулта медицина тӗрӗслевӗн ҫӗнӗ правилисем вӑя кӗчӗç. Вӗсем пирки эпир районти поликлиника заведующийӗпе Надир Тагировпа калаҫрӑмӑр.
Диспансеризаци мӗншӗн кирлӗ?
Диспансеризаци вӑл – халӑх сывлӑхне комплекслӑ тӳлевсӗр тӗрӗслени. Ахаль медицина тӗрӗслевӗнчен уйрӑмрах пулнă май, унта тестсем тата эксперт консультацийӗсем пек диагностика кӗрет.
Профилактика тӗрӗслевӗн шайӗнче организмӑн база параметрӗсене тӗрӗслеҫҫӗ. Диспансеризаци тишкерӗвне вара урӑхла йӗркеленӗ: малтан скрининг ирттереҫҫӗ, организмра мӗнле те пулин чирсене тупса палӑртсан хушма тӗрӗслев ирттереççӗ.
Диспансеризацин пӗлтерӗшӗ – вӑл е ку чир паллисем курӑниччен хӑрушӑ чирсене тупса палӑртасси: чӗрепе юн тымарӗсен патологийӗ, диабет, онкологи, ӳпкен вӑраха кайнӑ чирӗсем. Раҫҫейӗн ОМС полисӗ пулнă мӗнпур ҫул ҫитнӗ граждансен те тӳлевсӗр тӗрӗслев илме ирӗк пур, нимӗнле чир канӑҫ памасть пулсан та.
Диспансеризаци
иртмелли ҫӗнӗ правилӑсем
2026 ҫулта 2008; 2005; 2002; 1999; 1996; 1993; 1990; 1987 тата унран маларах ҫулсенче ҫуралнă çынсен диспансеризаци тухма тивӗçлӗ.
Графика лекменнисем валли профилактика тӗрӗслевӗ пӑхса хӑварнӑ, ӑна кирек хӑш ӳсӗмре те иртме пулать. Унта тишкерӳсен тӗп пуххи тата терапевт консультацийӗ кӗрет.
Диспансеризацие икӗ тапхӑрпа ирттереҫҫӗ. Пӗрремӗш тапхӑр – скрининг. Процедурӑсен тӗп пуххи: çӳллӗшне, кӗлетке йывăрăшне, юн пусӑмне виҫесси, юнри глюкозӑпа холестерин шайне тӗрӗслесси, шӑк анализне парасси, ЭКГ (пӗрремӗш хут килнӗ чухне, унтан ҫулсерен 35 ҫултан пуҫласа), икӗ ҫулта пӗрре флюорографи.
Хушма, 40 ҫултан пуҫласа каяша вӑрттӑн юнран тӗрӗслени (кашни икӗ ҫул), 45 ҫулта гастроскопи, хӗрарӑмсене гинеколог тишкерӗвӗ, 18 ҫултан пуҫласа 64 ҫулччен виҫӗ ҫулта пӗрре мазок цитологийӗ, 40 ҫултан маммографи (кашни икӗ ҫул), арҫынсене 45, 50, 55, 60, 64 ҫулта ПСА анализӗ пама палӑртаҫҫӗ.
Кун хыҫҫӑн терапевт тӗрӗслев ирттерет, сывлӑх пирки пӗтӗмлетӳ тӑвать. Енчен те чир паллисене тупса палӑртсан пациента иккӗмӗш тапхӑр тӗрӗслевне яраҫҫӗ.
Иккӗмӗш тапхӑр – тарӑнлатнӑ диагностика. Ку тапхӑра невролог, хирург, уролог, офтальмолог, дерматовенеролог тата ытти тухтӑр консультацийӗсем кӗртеҫҫӗ. Колоноскопи, гастроскопи, ӳпкене компьютер томографийӗ (КТ), спирометри, юн тымарӗсене дуплекслӑ сканерлама палӑртма пултараҫҫӗ.
Репродуктивлӑ сывлӑха
диспансеризацилесси
Диспансеризаци иртнӗ чухне уйрӑм блока – 18-49 ҫулсенчи ҫынсем валли, ăна ача ҫуратас пултарулӑхне хаклама янӑ.
Хӗрарӑмсене тӗрӗслеҫҫӗ, инфекцисемпе цитологи енӗпе мазоксем илеҫҫӗ, сӗт парӗсене тишкереҫҫӗ. 2026 ҫултанпа папиллома вирусне тӗрӗслеме тест пама палӑртнӑ. Арҫынсене уролог е хирург консультацийӗ сӗнме пултараҫҫӗ.
Сывлӑх ушкӑнӗсем
Терапевт диспансеризаци кӑтартӑвӗсемпе сывлӑх ушкӑнӗсене палӑртать.
I ушкӑн – вӑраха кайнӑ чирсем тата хӑрушлӑх факторӗсем ҫук, диспансер тишкерӗвӗ кирлӗ мар.
II ушкӑн – вӑраха кайнӑ чирсем ҫук, анчах хӑрушлӑх факторӗсем (пирус туртни, мӑнтӑрланни, холестеринăн шайӗ пысӑк) пур. Профилактика мерисем палӑртаҫҫӗ.
III ушкӑн – вӑраха кайнӑ чирсене тупса палӑртсан е шикленнӗ тӗслӗхре, терапевтсемпе специалистсен диспансерлӑ сӑнавӗ кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев