Дипломсене тивӗçнӗ
Республикӑри «Роберт Минуллинăн ачалӑх тӗнчи» конкурсӑн пӗтӗмлетӗвӗсене палӑртнӑ. Конкурса Тутар Республикин 26 муниципаллă районӗнчен 133 ӗҫ сӗннӗ.
2012 ҫулхи августӑн 2-мӗшӗнче Хусанти Республикӑри ача-пӑча библиотекинче чаплӑ парнелемелли мероприяти пулчӗ. Унта Роберт Миннуллин ҫемйи хутшӑнчӗ, вӗсене ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ.
Ҫӗпрел районӗнчен «Роберт Миннуллинӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн чи лайӑх презентацийӗ» номинацире 1-мӗш вырӑна Кивӗ Шемӗршел ял библиотекин ҫамрӑк вулавҫи Амир Хаяров йышӑнчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев