Дипломпа аслă пурнăç çулӗ çине
Отрасль технологийӗсен техникумӗнчен вӗренсе тухакансене специальность енӗпе документсем памалли мероприяти пулчӗ
Кӑҫал аграри производствипе халӑх хуҫалӑхӗ валли 88 студент «Автомобиль транспортне техника тӗлӗшӗнчен ӗç кăтартакан тата юсакан», «Обществăлла апатлану продукцийӗн технологӗ», «Автомеханик», «Тракторист» тата «Шăратса çыпăçтаракан» пек специальноҫсем енӗпе дипломсем илчӗç.
Ҫак профессисенчен пурте паян ӗҫ пасарӗнче кирлӗлӗх пысăк. Кӑҫал коронавирус пандемине пула дипломсем парасси мӗнпур сыхланмалли мерăсем пурнăçланса, уйрăм режимра иртрӗ. Массӑллӑ мероприятисене чарнă май, дипломсене парассине уҫӑ лаптăкра ирттерчӗç. Хушшисенче тивӗçлӗ дистанцие хăварса ретпе тăрса тухнă çамрăк специалистсем хӑйсен черетне чӑтӑмсӑррӑн кӗтеççӗ. Отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗсене дипломсене Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата техникум директорӗн тивӗçне вăхăтлăха пурнăçлакан Алексей Черланов пачӗç.
Марат Ринатович чун-чӗререн саламласа, вӗсене хӑйсен вӑйӗ çине шанса, малашнехи палăртнă мӗнпур планӗсене пурнӑҫланма сунчӗ. Лайăх вӗреннӗшӗн тата техникумăн обществăлла пурнăçӗнче активлă хутшӑннӑшӑн Ксения Долгована тата Вадим Ишмукова Хисеп грамотисем пачӗ.
Алексей Черланов та студентсене вӗренӳ вӗҫленнӗ ятпа саламларӗ, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене тав сӑмахӗсене пӗлтерчӗ. Уявра хутшӑнакансем пурте вӗренсе тухакансене телей, ырлӑх, професси ӑсталӑхӗнче ăнăçусем сунчӗç.
Халӗ кӑна диплом илнӗ студентсен ашшӗ-амӑшӗсен ятӗнчен çамрăк специалистсен умӗнче Альфия Кислякова тата Рамзия Шарафутдинова тухса калаçрӗç.
–Хисеплӗ вӗрентекенсем тата мастерсем! Паян сире чун-чӗререн тав тӑвас килет. Шӑпах эсир пирӗн ачасемшӗн иккӗмӗш ашшӗ-амăшӗ пултăр, вӗсемшӗн тăрăшрăр тата вӗренӳре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тăвассишӗн пӗлӳ тата стимул патăр. Сире професси ăсталăхӗшӗн, ачасен тӗлӗшпе тӳсӗмсӗрлӗхӗршӗн тата пăшăрханусемшӗн тав тӑватпӑр. Сирӗн пулӑшăвăрпа, пирӗн ачасем чӑн-чӑн специалистсем пулса çитӗнчӗç. Ачасем! Малашнехи ҫитӗнӳсемпе ăнăçусем патне пӗрремӗш утăм турăр ӗнтӗ эсир, халӗ пурнӑҫ ҫулне малалла тӑсса, пысӑк та яваплӑ йышăнусем умӗнче тăратăр. Суйланă профессийӗр телей кӳтӗр, сире мӗнпур пуҫарура та ăнăçусем сунатпӑр, – тесе палӑртса иртрӗç вӗсем.
Малашнехи пурнӑҫ ҫамрӑк специалистсен аллинче. Ҫавӑнпа та паян професси специальноҫӗ енӗпе дипломлă пулнă специалистсене пурнӑҫра, районта хӑйсен вырӑнне тупччăр тесе сунас килет.
Справка
Ҫӗпрел районӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗ вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ çурчӗ пулнă май, пысăк ӳсӗм çулӗ иртрӗ, тăхăр пинрен ытла специалист хатӗрлерӗ. Çутӗç системи çӗнелсе улшăннă тапхӑрта вӗренӳ планӗсене, вӗрентмелли методикăна ҫӗнӗрен пăхса тухма, çӗнӗ специальноҫсем алла илме, ӗҫ профессийӗсене вӗрентме требовани лартать. Техникумăн вӗрентекенӗсем тата мастерсен коллективӗ пахалӑхлӑ вӗренӳ процесне йӗркелессишӗн мӗн тума пултарнине пурне те тӑваççӗ, студентсем лайӑх пӗлӳ илччӗр, квалификациллӗ специалистсем пулччăр тесе, май пур таран тăрăшаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев