Реклама
Хыпарсем
Дипломлӑ специалистсем
Кӑҫал Ҫӗпрел отрасль технологийӗсен техникумӗнчен 62 студент вӗренсе тухрӗ. Ҫак кунсенче кӑна вӗсене савăнăçлă лару-тăрура Дипломсем пачӗҫ
Студентсем автомеханик, ялхуҫалӑх производствин мастерӗ, ҫавӑн пекех, автомобиль транспортне техника пулăшăвӗ паракан тата ремонт тăвакан специалист, обществăлла апатлану продукцийӗн технологийӗ енӗпе професси пӗлӗвӗ илнӗ. Техникумран вӗренсе тухакансен хушшинче Марсель Камалов пӗлӳ паракан учреждение лайăх паллăсемпе вӗçлесе, хӗрлӗ диплома тивӗçлӗ пулчӗ. Паянхи кун вӑл ҫар ретӗнче служить тӑвать, професси документне унӑн ашшӗне пачӗç.
– Вӗренӳ вӑхӑтӗнче студентсем профессисен никӗсӗсене алла илчӗç, кӑткӑс дисциплинӑсене вӗренчӗç, хӑйсен ӑсталӑхӗсене практикӑра çирӗплетрӗç. Халӗ вӗренсе тухакансен хӑйсем илнӗ специальность енӗпе пурнăçра ӑсталӑхӗсене тата та ӳстерсе, ӗçлеме тӳрӗ килет, – терӗ вӗренӳ çурчӗн директорӗ Фаниль Яфизов.
Мероприятире муниципаллă район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та хутшӑнчӗ. Вӑл яш-кӗрӗмсене аслă пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче ăнăçусем сунчӗ.
– Ӗҫ рынокӗнче ӗç профессийӗсен кирлӗлӗхӗ яланах пысӑк. Паянтан пуҫласа эсир ку чухнехи кирлӗ пулнă специалистсем, хăвăрăн карьерăра тума хатӗр пулнă, çитӗнсе çитнӗ каччăсемпе хӗрсем, ӑнӑҫусем сире! – терӗ вӑл.
Техникумăн директорӗ Фаниль Яфизов та вӗренсе тухакансене саламларӗ, вӗренӳре малта пынисене тата техникумӑн обществӑлла пурнӑҫӗнче хастар хутшăннă студентсене тав ҫырӑвӗсем пачӗ.
Вӗренсе тухакансен адресӗпе тав сӑмахӗсем спорт, культура уйрăмӗсен представителӗсенчен те янӑрарӗҫ. Спорт, ҫамрӑксен тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов, культура пайӗн начальникӗ Зульфат Сагдиев, «Форпост» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Илдус Валиуллин тата вӗренӳ пайӗн методисчӗ Ильнур Мавзютов студентсем район пурнӑҫӗнче те хастар хутшӑннине, вӗсем талантлă, пӗлӳллӗ, тавçăруллă пулнине палӑртрӗҫ, Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗҫ.
Лилия Фахретдинова, вӗренсе тухакан студентăн амăшӗ:
– Ывӑлăм Ранель, 9 класс хыҫҫӑн техникума вӗренме кӗчӗ, автомеханик специальноҫне алла илчӗ. Эпир техникумăн педагогӗсене панă пӗлӗвӗсемшӗн тата опычӗсемшӗн тав тӑватпӑр, ачасене кашнинех ҫитӗнӳсем сунатпăр.
Справка
Ҫӗпрелӗнчи отрасль техно-логийӗсен техникумӗнче 264 студент професси пӗлӗвӗ илет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев