Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Депутат парламент урокӗсем ирттерчӗ

Района ӗçлӗ визитпа килнӗ вăхăтра Тутарстан Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Шакир Ягудин районти вӗренӳ учрежденийӗсене хӑрушсӑрлӑхпа мӗнле тивӗҫтернипе те паллашрӗ.

Ӗçлӗ визит пынă вăхăтра Шакир Ягудин граждансене уйрăм ыйтусемпе йышӑнчӗ. Унтан вӑл, район пуҫлӑхӗн çумӗпе Алексей Ярухинпа пӗрле, Шланка вӑтам шкулӗнче тата Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицее ҫитсе курчӗ. Вӗсене учрежденисенчи хӑрушсӑрлӑх интереслентерчӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗренекенсемпе те тӗл пулчӗç.

Шакир Ягудин парламент урокӗсене те ирттерчӗ. Ансат та ӑнланмалла формӑпа депутат вӗренекесене республикăн закон кăларакан (представительлӗ) органăн ролӗ, ҫын прависемпе тивӗҫӗсем, обществӑпа политика пурнӑҫне хутшӑнмалли майсем тата инструментсем, республика пурнӑҫӗнче законсем пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнни ҫинчен каласа пачӗ.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче ачасем депутата хӑйсене интереслентерекен тӗрлӗ ыйтусем пачӗҫ. Шакир Ягудин пур ыйтусем ҫине те тӗплӗн хуравларӗ.

– Парламент урокӗсем вӗренекенсене право сферинче ориентировка тума май параҫҫӗ. Ку пӗлӳсем вӗсене малашне пулӑшасса шанатӑп, – тет Шакир Ягудин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев