Деклараци пулма тивӗçлӗ
Ыйту – хурав
«Тутарстан Республикин территорийӗнче тырпул сутасси е ăна ӗçе кӗртес тӗллевпе ытти çӗре леçес енӗпе яваплăхӗ чикӗленнӗ обществăн е хресчен-фермер хуçалăхӗн (КФХ) «Тырпул хӑрушсӑрлӑхӗ çинчен»хи Таможня пӗрлешӗвӗн Техника регламенчӗн требованийӗсене тӳрӗ килни çинчен деклараци илесси кирлех-ши?»
Хаҫат вулакансен çак ыйтӑвӗ çине «Россельхознадзор»ăн Тутарстан Республикинчи управленийӗн патшалăх инспекторӗ Раиль Абузяров хуравлать.
– «Тырпул хӑрушсӑрлӑхӗ çинчен» Таможня пӗрлешӗвӗн техника регламенчӗн требованийӗсем апат-ҫимӗҫ продукцине ӗçе кӗртме сутас тӗллевшӗн Тутарстан Республики енӗпе куçса çӳрекен тырă вăл хăрушсăр пулнине çирӗплетнӗ документпа ăсатăнма тивӗçлӗ. Кашни тырă партине деклараципе ҫирӗплетмелле. Таможня пӗрлешӗвӗн территорийӗнче декларацисӗр тырӑ турттарассине тата вӗсемпе суту-илӳ тăвассине законпа чарнӑ. Маларах çырса кăтартнă требованисене пӑснăшăн РФ КоАП 14.43 статйипе килӗшӳллӗн административлӑ яваплӑх парăнать.
Ҫак ыйту енӗпе тӗплӗнрех даннăй илессишӗн «Россельхознадзор»ăн Тутарстан Республикинчи управленийӗн фитосанитари надзорӗн тата тырă пахалӑхӗпе вӑрлӑх контролӗн уйрăмне Хусан хули, Оренбург тракчӗ, 20а адресӗпе, 8 (843) 277-69-26 телефонпа ыйтса пӗлме е shn.tatarstan.ru сайта кӗрсе те паллашма пултаратӑр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев