Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Дамир Алимова аса илсе

Спорт

«Алтын» универсаллӑ спорт залӗнче Дамир Алимова асӑнса районти пенсионерсем хушшинче волейбол енӗпе турнир иртрӗ.

Мероприятире Дамир Алимовӑн йăмăкӗ, хӗрӗсемпе мӑнукӗсем, тӑванӗсем хутшӑнчӗç.

Ветерансен-спортсменсене районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов саламларӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл Дамир Давлетшинович район тата спорт аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнине палăртса иртрӗ, Алимовсен ҫемйине асӑнмалӑх парне пачӗ.

Раҫҫей Пенсионерӗсен Союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳçи Дилюза Азизова турнира хутшӑнакансене ӑнӑҫу, илемлӗ вӑйӑ тата ҫӑмӑл ҫӗнтерӳсем сунчӗ. Дамир Алимовӑн хӗрӗсемпе йӑмӑкӗ ҫак турнира хутшӑнакансене тата йӗркелекенсене тав тунине пӗлтерчӗç.

Турнирта «Ялкын», «Зенит Дрожжаное» тата «Алтын» командӑсем вăй виçрӗç. Турнирӑн тӗп судьи Раиль Исаков пулчӗ.

Мӗнпур вӑйӑ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх «Ялкын» команда – пӗрремӗш, «Зенит Дрожжаное» – II вырӑна тата «Алтын» III вырӑна çӗнсе илчӗç. Çӗнтерӳҫӗ командăсене медальсем, кубоксем, дипломсем парса чысларӗç.

Справка

Дамир Давлетшинович Алимов 1948 ҫулхи январӗн 2-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралнӑ. 1965 ҫулта Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухать, Елабугӑри педагогика институтне вӗренме кӗрет. Вӗренӳ вӑхӑтӗнче йӗлтӗр ăмăртăвӗсенче хутшăнать, спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне пурнӑҫлать.

Дамир Давлетшинович хӑйӗн ӗҫ çулне Куйбышев чугун ҫулӗ ҫинчи «Ульяновск» локомотив деповӗнче пуçласа ярать, Çӗнӗ Чукалри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулӑн вӗренӳ ӗҫӗсем енӗпе директорӗн çумӗ пулса ӗҫлет, Ҫӗпрел училищинче вӗрентет. Нумай ҫулсем хушши ертсе пыракан тӗрлӗ должноҫсем пурнăçлать. Нумай çул хушши Раҫҫей Пенсионерӗсен Союзӗн вырӑнти уйрӑмне ертсе пычӗ.

Дамир Давлетшиновича «Хусана – 1000 ҫул» медальпе, СССР союзӗн суту-илӳ Министерствин, ТССР Культура Министерствин, Тутарстан Республикин суту-илӳпе тулаш экономика енӗпе ӗçлекен министерствин, потребительсен прависене хӳтӗлес енӗпе ТР Патшалӑх комитечӗн Тав ҫырӑвӗсемпе парнеленнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев