Çыхăну аталанăвĕ
Пӗлӳ урокӗ
Нумаях пулмасть, П.В.Дементьев музейӗнче, Тутарстанри цифровизаци ҫулталӑкне халалласа, «Ӑшӑ ҫурт» социаллӑ приютри ачасем валли «Телефонсен аталанавĕ: телеграфран пуҫласа смартфона ҫити» музей урокӗ ирттертӗмӗр.
Урокра ачасем колхозра пӗрремӗш радиоузел ӗҫлени ҫинчен пӗлчӗç. 1947 ҫулхи январь уйӑхӗнче, Çĕнĕ Упи ялĕнче вырнаҫнă, В.И.Чапаев ячӗллӗ колхозра клуб ҫуртӗнче пӗрремӗш радиоузел ӗҫлеме пуҫланӑ. Радиоузелта вӑрҫӑ ветеранӗ Василий Петрович Иванов ӗҫленӗ. Кунта радиопа халӑха лекцисем вуланӑ, художество пултарулӑх концерчӗсем, ӗҫе нарядсем, колхозниксене пӗлтерӳсем парса тӑнӑ. Лекцисене вырӑнти шкул директорӗ Иван Николаевич Сердцевпа пуҫламӑш классене вӗрентнӗ Федосья Николаевна Дмитриева илсе пынă.
Радиопередача йеркелес ӗҫсен хастарӗ малта пыракан колхозница, Ленин орденӗн кавалерӗ Евдокия Степановна Миронова пулнӑ.
Историе куҫ хывсан, 1880 ҫулхи декабрӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа, Пӑва уесӗнчи земски пуху ыйтнипе, патшалӑх почта станцийӗсене Упипе Хулаҫырми ялĕсенче уҫмалли ҫинчен калаҫса татӑлнă.
Почтӑна вăхăтра эрнере икӗ хутчен кӳнĕ. ҫыхăну ҫулне шартлама сивӗсем те, пылчӑк та чӑрмантарайман. Официаллă вара, 1884 ҫулта Упи салинче те почта станцийӗ уҫнă. 1914-1920 ҫулсенче – Андрей Дюков, 1920-1925 ҫулсенче – Петр Тимофеевич Пименев, 1925-1927 ҫулсенче Нина Васильевна Бахтина, 1927-1942 ҫулсенче Иван Макарович Тудейкин тата Галина Николаевна Антонова, 1942-1943 ҫулсенче – Гимат Аббазов, 1943-1945 ҫулсенче – Ванифатий Владимирович Шавкин, 1945-1949 ҫулсенче – Лидия Романова, 1945-1957 ҫулсенче – Зоя Ивановна Спиридонова, 1958-1961 ҫулсенче – Федор Николаевич Ярухин, 1961-1966 ҫулсенче – Маргарита Шаталина, 1966-1968 ҫулсенче – Таисия Юрьевна Самандеева, каярахри ҫулсенче – Александра Ивановна Голубчик, Ирина Ятманова, Юлия Ярзуткина ӗçленӗ, паянхи кунччен Татьяна Королева вăй хурать.
«Çыхăнуҫăсем» викторинăра хутшăнса пĕлĕвĕсене кăтартрӗç. «Пурте ҫыхӑну ҫинчен» ҫыхӑну хронологийӗ ҫинчен паянхи ҫулчченхи хăтлавпа пурте интересленсе паллашрӗç.
Çавӑн пекех куравра ҫыхăну хатĕрĕсене – таксофон, телефон, радиоприемник, телевизор – алӑпа тытса пăхма, куҫпа курма интереслӗ пулчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев