Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

ÇЫРАВÇĂСЕМПЕ ТӖЛПУЛУ

Паян районăмăрăн тутар литературине тата искусствине юратакансем район центрӗнче ачасен творчество çуртӗнче «Кивӗ çуртран куçнă чухне», «Çӗнӗ çулта пӗрле пулар», «Çынсем пек пурăнасчӗ», «Каятăп тесе ан кала»,  «Инçетри çăлтăрăм», «Юрату кӗтет чӗре», «Шанассăм килет», «Телейлӗ-и эсӗ?», «Шăпаран иртме çук» тата «Нагима» ятлă киносемпе район çыннисене паллă пулнă телевиденипе кино режиссерӗ, сценарисен авторӗ, ТР тава тивӗçлӗ артисчӗ, ТР тава тивӗçлӗ искусство деятелӗ, Нурания Мухамметзяновна  Замалиева тата нумай кăна сăвă, проза авторӗ Равиля Шамиллевна Шайдуллина района килчӗç, вӗсемпе тӗлпулу иртрӗ.

 

 

Аса илтеретпӗр, 2008 çулхи «Ылтăн Мунбар» мусульмансен кинофестивалӗнче Нурания Замалиева ӳкернӗ «Виçӗ ураллă лаша» ятлă фильм парнене тивӗçлӗ пулнăччӗ.

«Пирӗн район халăхӗ наци литературине, йăла-йӗркисене, культурине сыхласа хăварас тата аталантарас, вӗсене малалла илсе пырассине шута илсе, малашнехи ăру патне çитерес енӗпе, нумай мероприятисем йӗркелеççӗ. Сирӗнпе иртнӗ çак тӗлпулу та çакна çирӗплетет. ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул тата район йӗркеленнӗренпе 90 çул çитнине палăртса ирттерме хатӗрленнӗ вăхăтра çакăн пек мероприятисем ирттерни те питӗ ăнăçлă, тав сире»,– терӗ хăнасене тата залра ларакансене саламласа районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин çумӗ Айрат Залялов.

Темиçе сехете тăсăлнă тӗлпулу вăхăтӗнче залран ыйтусем тата лайăх сунăмсем  нумай пулчӗç. Равиля Шайдуллина кӗнеке юратакансене хăйӗн нумаях пулмасть пичетленсе тухнă кӗнеке пуххине те сӗнчӗ. Унăн кӗнекисем хушшинче вырăсла куçарнисем те пайтах. Тата «Туган як» («Тăван ен») район хаçачӗн корреспонденчӗ Наталия Клементьева унăн хăш-пӗр сăввисене чăвашла куçарма та ӗлкӗрнӗ. Вăл çак сăвăсене сцена çине тухса, вуласа та пачӗ. Паллах, ăна автор пысăк тав сăмахӗ каларӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев