Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çыншăн та хăрушă

Специалист канашӗ

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — А йышши грипп вирусӗ пуҫаракан ҫивӗч инфекци чирӗ. Чир ытларах кайӑксене сиен кӳрет, анчах вӑл ҫынна та куçма пултарать. Чир пирки районти ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Расим Низамов каласа парать.

Сӑлтавӗсем тата ҫӑлкуҫӗсем

Инфекци ҫӑлкуҫӗ — вирус кӑларакан чирлӗ кайӑк. Чир çынна та темиҫе майпа ерме пултарать:
ернӗ чӗрӗ е вилнӗ кайӑкпа контактра пулсан; 
чирлӗ кайӑк-кӗшӗксен тислӗкӗ е тусан пӗрчисене сывланӑ чухне; чӗрӗ е начар ӗçе кӗртнӗ кайӑк-кӗшӗк ашне, ҫӑмарта ҫисен; 
вирус сарӑлнӑ условисенче ӗҫленӗ чухне (чӑх-чӗп фабрикисенче, пасарсенче). 
Вирус ҫынран ҫынна куҫнӑ тӗслӗхсем сайра хутра ҫеҫ палӑраҫҫӗ. 

Чир паллисем тата мӗнле пыни

Çынра палăрнă кайӑк-кӗшӗк грипӗн хӑш-пӗр паллисем:
ӳт температури пысӑк (38 °C тата ҫӳлерех), чӗтрени;
мышцӑсем ыратни, вӑйсӑрланни, ывӑнни;
пуҫ ыратни;
пыр ыратни тата ӳслӗк, малтан типӗ;
сӑмса питӗрӗнни.
Чир мӗнле пырасси вирус штаммне тата организмӑн уйрӑм хăйне евӗрлӗхӗсене кура улшӑнма пултарать. Ахаль чухне чир респираторлӑ симптомсенчен пуҫланать, анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсен интенсивлӑхӗ ӳсет, йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. 
Пӗрремӗш симптомсем килсе тухсан васкавлӑ тухтӑр патне каймалла. 

Профилактикăпа контроль

Кайӑк-кӗшӗк грипӗнчен сыхланасси хӑрушлӑх ушкăнӗнчи ҫынсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ: чӑх-чӗп фабрикисенче, фермӑсенче, чӗрӗ кайӑк пасарӗсенче ӗҫлекенсемшӗн, ветеринари службисенче тӑрӑшакансемшӗн. 

Профилактикăн хӑш-пӗр мерисем:

кайӑксемпе е вӗсен ӗҫ-хӗлӗн продукчӗсемпе контактра пулнă чухне харпӑр хӑйне хӳтӗлемелли мерӑсене пӑхӑнмалла;
кайӑк-кӗшӗк ӗрчетекен тата усракан вырӑнсенче тӑтӑшах контроль ирттермелле: вакцинаци графикне пӑхӑнмалла, пӳлӗмсене дезинфекцилемелле;
ахаль ҫынсен йӑлари асӑрханулӑх мерисене пӑхӑнмалла: чӗрӗ е ҫителӗклӗ ӗҫе кӗртмен кайӑк-кӗшӗк ашне тата ҫӑмарта ҫимелле мар, кайӑк-кӗшӗк ашне туранă тата хатӗрленӗ хыҫҫӑн алла, кухньӑри хатӗр-хӗтӗре тӗплӗн ҫумалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев